Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Грипп ерсен мӗн тума юрамасть-ха?

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Температура пысӑк чухне тухтӑр ҫырса панӑ эмелсене ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Шур ҫырлинчен, хӑмла ҫырлинчен, ҫӑка чечекӗнчен хатӗрленӗ шӗвексем питӗ усӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Шӗвек нумай ӗҫмелле, улма-ҫырла сӗткенӗ, морс, чей лайӑх.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чир хӗрсе ҫитнӗ вӑхӑтра, вӑй пӗтсен, шӑнтсан вырӑн ҫинчен тӑмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Енчен те чир ҫакланчӗ пулсан тухтӑр сӗннине ҫирӗп пӑхӑнса сипленмелле.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ача кӗтекен хӗрарӑмсен уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла, гриппа чирленӗ хыҫҫӑн гинеколог патне каймаллах.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Грипа ура ҫинчех ирттерекенсен е йывӑр чирлекенсен чир шала кайма, вирус энцефалитне, пневмоние, миокардита, отита, гайморита тата ыттине те куҫма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Грипп йывӑрланман чухне температура 3–4 кунран чакать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Каярахпа сӑмса питӗрӗнет, ӳсӗрнӗ чухне пыр уйрӑмах ыратма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Вӑл кӗтмен ҫӗртен пуҫланать, ӳт-пӳ температури 39-40 градуса ҫити хӑпарать, мышцӑсем, куҫсем ыратаҫҫӗ, тар вӑйлӑ тухать, вӑй-хал чакать, пуҫ ыратать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫавӑнпа хӑвӑр чирлесен, килте гриплӑ ҫын пулсан тата урамран киле кӗрсен алла тӑтӑшрах ҫумалла.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чире пуҫласа яракана А вируса, тепӗр майлӑ H1N1 е сысна грипӗ тесе калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ватӑсен пичӗ-куҫӗ савӑнӑҫ куҫҫулӗпе тулчӗ, вырӑнти илемлӗ пултарулӑх ушкӑнӗн артисчӗсене вӗсем тимлӗх уйӑрнӑшӑн чӗререн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вара «Шанчӑк» ушкӑн Ҫавалкасри ватӑсен ҫуртӗнче пулчӗ, кинемипе-кукаҫисене уяв ячӗпе саламларӗ, парне вырӑнне юрӑсем шӑрантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Унӑн йышӑнче – Алевтина Федорова, Зоя Николаева, Надежда Толстова, Валентина Петрова, Галина Анисимова, Юлия Михайлова.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ушкӑна йӗркелесе яраканӗ – Лидия Иванова.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Тӗрлӗ сферӑра ӗҫлеҫҫӗ пулин те вӗсене пӗрлештерекенни – чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркисене, юррисене упраса хӑварасси, ҫамрӑксене вӗрентесси.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ял халӑхӗн канӑвне йӗркелес ӗҫре, культура шайне ӳстерес енӗпе хӑйсен пысӑк тӳпине хываҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Каласа хӑвармалла, ку ушкӑна Ҫавалкас ялӗнчи чи пултаруллӑ та маттур хӗрарӑмсем пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех