Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Пӗлтӗр кӗркунне пулас, тем пирки тавлашса кайсан, Ямасова ӑна чутах пуленкепе ҫапмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Мотри, Кӗтери, кунта, — кӑкӑрне тытса кӑтартрӗ, — тулса ҫитет ак, вара кайран-малтанне ху пӗлен!

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Анука ан та кӗт.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Эсӗ каях, кай, неччу ҫын ӗмӗтне картласа ҫӳреме!

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Анук хӗрӗме ниҫта та ямастӑп! — терӗ те вӑл Акашина аллине ҫӑтӑрласах тытрӗ, тепӗр аллипе Кӗтерне хулпуҫҫинчен хыттӑн тӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Анукпа Кӗтери алӑк патне ҫитсен, Элис аппа вӗсен умне тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Элиса та Кӗтери пӗр-пӗччен ҫеҫ курса, ҫынсенчен, унпа пӗрле ӗҫлекен йышран уйӑрса илсе ӑнланма-хаклама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Чӗрӗ турата ӑна сӗткенпе хӑват парса тӑракан пӗтӗм йывӑҫран уйӑрма ҫук, уйӑратӑн — чӗрӗ пулмасть те вӑл, типсе хӑрать.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ӑна тӗрӗс ӑнланас-пӗлес тесен, малтан пурнӑҫ тӗввипе тымаррине, тупсӑмӗпе юххине, Элис тавра пурӑнакан ҫынсен ӗҫӗпе туртӑмне, ӗмӗчӗпе кӗрешӗвне курса ӑнланма тӑрӑшмаллаччӗ — вара ҫак хӗрарӑм чун-чӗрине те майӗпен ӑнланӗччӗ-и, тен?

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Чӑнах, Кӗтери ӑҫтан-ха пӗлсе ҫиттӗр Ямосовӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Аксӑм-мӗксӗм кунрах шевле вылять ун сӑнӗнче, выҫӑллах кулма пултараканскер йышши пулас вӑл, шартлама сивӗрех тарлама пӗлекен йышши.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Пӗрех мӗнле калаҫать!

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ни сӑнӗ-пуҫӗ хӑйӗн, ни сывлӑхӗ, ни хваттерӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Элис та ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Чунне ыраттарса туйса илчӗ Кӗтери: татах калаҫтар кил хуҫине — Анук та иккӗлене пуҫлӗ, пӑх-халӗ, Элис ҫӑварӗнчен куҫ та илмест вӗт, шеремет.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Вӑранса каяп ирхине — паян хӑш ӗмӗчӗ ҫывӑхрах-ши теп…

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Нихҫан ӗмӗтсӗр-шанӑҫсӑр пурнаймастӑп эп.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Акӑ ман тепӗр ӗмӗт, Кӗтери.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫав пит нумайӑшӗ пуш чунлисемпе выҫ куҫлисене те этем картне кӗртӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ан ӳркен, Кӗтери, урама тухса ҫынсемпе калаҫ-ха эс е пӗр-пӗр кун ятарласах пӗр-пӗр пухӑва кӗрсе ларса итле-ха тӑраниччен, вара курас мар тесен те курӑн: пит нумайӑшӗн ӗненӗвӗ — этем, ыр пуласлӑх хамӑртан килнине туйса пурӑнни, ӗҫлени.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех