Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Килте унӑн ватӑ амӑшӗ, пенсионерка, пӗр-пӗчченех пурӑнать, студенткӑсене хваттере ярать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Савандерова хулара ҫуралса ӳснӗ, вунӑ класс пӗтернӗ, унтан библиотека техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, халӗ хӑй ирӗкӗпе ку яла ӗҫлеме килнӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Пӗр каҫхине, клубран пӗрле кайнӑ чух, Роза ӑна хӑй ҫинчен тӗплӗрех каласа пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Таньӑпа ҫывӑх туслашнӑ хула хӗрӗпе вӑл юлташла ҫеҫ калаҫса кулатчӗ, ҫула май ӑна киле ӑсататчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Малтанах вӑл ҫакна сисесшӗн марччӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Яла ҫӗнӗ библиотекарь килни Аркадин шухӑш-ӗмӗтне сисӗнмеллех улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Вара Чумейкина никам та хур тӑваймӗччӗ!

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Нумаях мар пулсан та, икӗ ача кирлех мана: пӗри хӗр, тепри ывӑл пултӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Ачасӑр ҫын вилнӗшӗн йытӑ та йӗмест, тесе ахаль каламан пуль…

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Ху вилсен те, тупӑку хыҫҫӑн никам йӗрсе пымӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Ача-пӑчасӑр пӳрт — тӗттӗм тӗрме.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Кил-ҫурта чун кӗртме ача-пӑча кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Кил-ҫурта тирпейлӗ тытса тӑма ырӑ мӑшӑр, лайӑх хӗрарӑм кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Эпӗ ҫӗтӗк ҫӑпата мар.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Ҫӗтӗк ҫӑпата та мӑшӑрлӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Мӑшӑрсӑр ӗмӗре пурӑнса ирттереймӗн.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

— «Анчах хӑҫан та пулин авланасах пулать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

«Авланма ҫилҫунат урхамахпа васкама хушман. Васкакан — арӑмӗнчен савӑнман», — тесе йӑпатма тӑрӑшрӗ хӑйне хӑй Чумейкин.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Кайран тата Витали салтакран таврӑнасса кӗтрӗҫ, унтан Ҫӗнӗ ҫул ҫитиччен тӑхтас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Амӑшӗсем малтан, ваттисен йӑлипе, туйне пукрав тӗлнелле тӑвас терӗҫ, анчах Аркади васкамарӗ, «Туй хатӗрӗ» ҫитменни ҫинчен астутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех