Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Иккӗшӗн ҫав ырӑ енӗсем пӗрлешсе, иккӗшӗн пултарулӑхӗ пӗр чӑмӑра пуҫтарӑнса, треста ӑнӑҫлӑн малтан мала туртса пычӗҫ, иккӗшӗ уяв демонстрацийӗсенче трест колоннине кӗрнеклӗн те чыслӑн ертсе пыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Пятинра — пысӑк ӑстӑнпа мӑнаҫлӑх, опытпа ят-сум; Ярусовра — чӗр вӑй, ҫамрӑк туртӑм, халӑха хавхалантарас хӑват, ҫаврӑнӑҫулӑх…

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ку уявра Пятин управляющипе Ярусов парторг ҫукки тӳрех сисӗнчӗ: кантурта ӗҫлекенсемпе управленисен пуҫлӑхӗсем хӑйсене пит ирӗклӗ тыткалаҫҫӗ ав, ҫап-ҫамрӑк хӗрсенех ташша ҫавӑтса тухма именмеҫҫӗ, анекдот хыҫҫӑн анекдот, кулӑ-ахӑлтату…

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Колоннӑна тӑрса утма черет ҫитиччен, яланхи йӑлапа, купӑс ҫеммипе ташлаҫҫӗ, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пайланса выляҫҫӗ, юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Тӗп площадьрен икӗ тӑкӑрлӑк анатарах вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫурт-йӗр трестӗнче ӗҫлекенсем, Май демонстрацине хутшӑнма, Плеханов урамӗнчи тӑкӑрлӑка пухӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫакна пӗлсен, Акашина «эй, турӑҫӑм!» тесе пӑрахса каясшӑнччӗ, анчах кунҫул ун умне ырӑ ҫынсене кӑларса тӑратрӗ: Антон Антонович Вурманова, Элис аппана…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Вӑл ҫӗнӗ ҫӗрте ӗҫе пуҫӑнсан нумай та вӑхӑт иртмест — Сергей Акимович Акимова, прорабра ӗҫленӗ чух ун чунне амантнӑскере, 30-мӗш СУ пуҫлӑхне лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Антон Вурманов бригадине.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫулталӑк ҫурӑ каялла 30-мӗш стройуправление килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Иртнӗ ултӑ ҫул хушшинче вӑл тӑватӑ хутчен ӗҫ вырӑнне улӑштарчӗ, юлма, паллах, стройкӑрах юлчӗ-ха — унсӑрӑн общежитирен кӑларса яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Пирӗн Анук Элис аппа патӗнчен Май уявӗнчи каҫ тухса тарнӑшӑн вулакан тӗлӗнмӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Лере вырӑнӗ лайӑхрах ӗнтӗ, хӑйӗнне пӗлет пуль.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Урӑх ҫӗре куҫасшӑн-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Акашинӑн прогул мар, бюллетень пур — лайӑх-ха апла терӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Анук Акашина ытла улшӑннине Акимов та асӑрхарӗ, анчах ҫакӑн сӑлтавне вӑл, воспитани ӗҫне комплекслӑ майпа туса пырасси ҫинчен лайӑх доклад тунӑшӑн Хисеп грамоти илнӗскер, пачах пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Управленире бригадӑсене пӗрлештерсе пысӑклатнӑ-мӗн те, вӑл больницӑра выртнӑ хушӑра вӗсен бригадинчи ҫынсене тӑватӑ ҫӗре салатнӑ; авӑ мӗншӗн мана шырама ерҫмен-иҫ тейӗччӗ вӑл Кӗтерипе ҫывӑхланман-тӑк, халӗ вара май килсенех урӑх стройкӑна куҫма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Больницӑран вӑл йӑлт урӑх ҫын пулса таврӑнчӗ: ни ахӗ-охӗ, ни кулӑпа савӑнӑҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Хваттер черечӗ мӗнле шунипе тӑтӑшах интересленетчӗ вӑл малтан, план тулсан савӑнатчӗ, тулмасан — начар ӗҫлетпӗр ҫав тесе пӑшӑрханатчӗ, канмалли кунсене тата тӳсӗмсӗр кӗтетчӗ яла ывӑлӗ патне кайма, тыткаламалӑх укҫа пултӑр тесе, ҫӗрлехи сменӑсене те хӑех юлма хавасчӗ, ыттисенни пекех, ӗмӗчӗпе савӑнӑҫ тӳп-тӳпемиччӗ, шанӑҫ пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Эй, пурнӑҫӑм, юрать эс ман тӗле Кӗтери аппана кӑтартрӑн», — текелерӗ Анук каярахпа.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех