Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Кайран вара управляющи майӗпен пусӑрӑна пуҫларӗ, вак-тӗвекшӗнех тарӑхса кайма е пысӑк ыйту ҫинех алӑ сулма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ярусов кайсан, вӑл уйӑха яхӑн хаваслӑн, ҫӗкленӳллӗн ҫӳрерӗ, планеркӑсене лайӑх кӑмӑлпа ертсе пычӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Костина пекех, Акимов та паян демонстрацие Пятин тухманшӑн тӗлӗнчӗ; чир ҫеҫ мар, темӗн урӑххи те тытса тӑмасть-и ӑна?

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ярусов кайнӑранпа партком епле ӗҫленине, ҫӗнӗ секретарӗн малтанхи утӑмӗсене курсах аван чухлать ҫакна Акимов.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Паллах, халичченхи пекех партком пухӑнӗ, анчах унта мӗн тӑвасси-йышӑнасси, Акимов шучӗпе, йӑлтах Пятинран ҫеҫ килӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Пятин хӑй те маларах: «Ку ыйту пысӑк та принциплӑскер — парткомсӑр татса пама ҫук», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Тӗрӗссипе, парткомӗ те Пятин кӑмӑлӗнчен иртеймӗ, управляющи мӗн калать — ҫавнах партком калӗ, управляющи шухӑшӗ — партком решенийӗ пулӗ; маларах — пысӑкрах ыйтусене парткомра тӗплӗн сӳтсе явса, Пятин та унта партком членӗ пек хутшӑнса пӗр-пӗр шухӑш тӗлне тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Суйлав пухӑвӗ хыҫҫӑн Ярусовран ҫапла ҫине тӑрсах хӑтӑлсан, Пятин управляющи: «Ӗнтӗ ӗҫлес пулать, юлташсем!» — терӗ, вара Акимов тӳрех чухласа илчӗ: паянтан пуҫласа трестра партком пӗлтерӗшӗ самаях чакать, йӑлтах Пятин урлӑ пулса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Чӑн та, ытла та расна йӗрпе чупрӗҫ вӗсен шухӑшӗсем: Костина инженер трестшӑн, трест ӳсӗмӗпе чапӗшӗн пӑшӑрханчӗ; Сергей Акимова вара ытларах хӑй вырӑнӗпе «Ярусовсӑр тапхӑрти» хӑйӗн малашлӑхӗ канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Сергей Акимович Акимов та Пятин управляющи ҫинченех шухӑшларӗ; Костина пекех, вӑл та «Ярусовсӑр треста» ӳлӗмрен мӗн кӗтессе ӑнкарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Мӗн шутлӗҫ трибуна ҫинчисем вӗсем ҫине пӑхса, мӗн калӗҫ халиччен те чапран тухман, Хӗрлӗ ялава вӗҫертмен трест пирки?!»

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫитрӗ те пирӗн трестшӑн пурнӑҫ!

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫавсем-и халь пирӗн колонна пуҫӗ?! — пӑшӑрханса шухӑшларӗ Костина, — ҫавсен ертсе каймалла-и халь мухтавлӑ треста?

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Эй, ача!

Ун умӗнче — треста ертсе пыракансем: Шурбак, Усанов, Исаков, ВЛКСМ комитечӗн секретарӗ Люцианов.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Малта — лозунгсемпе, плакатсемпе илемлетнӗ, трестӑн ӳсӗмӗсене кӑтартакан стендсем вырнаҫтарнӑ автомашина.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Ҫурт-йӗр тресчӗ — колоннӑна! — янраса кайрӗ кӗҫех.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Калаҫасах тесен, вӗсемпе калаҫса тӑма пултаратчӗ ӗнтӗ Вера, мӗн тесен те, интереслӗ кунҫуллӑ ҫынсем — шӳчӗ те, ытти сӑмахӗ те пит виҫеллӗ кусен, хӑвна ху вӗсемпе ирӗклӗн тытатӑн: атту тӑратӑн тепринпе калаҫса — те «ҫапла», те «ҫук» тесен лайӑх, ниепле сӑмах сыпӑнса пымасть; ҫук, кансӗрлес темерӗ халь Костина вӗсене.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Федот-Нетотсем мар ӗнтӗ…»

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Пирӗн трестра та чӑн-чӑн арҫынсем пур иккен, — шухӑшларӗ Костина, вӗсенчен иртсен, — пӑх-халӗ, ӑшшӑн сывлӑх сунчӗҫ те, чарӑнса тӑмасӑр, малалла утрӗҫ, ни вӗҫкӗнлӗхӗпе мӑнаҫлӑхӗ, ни куҫсене ҫиҫтерсе пӑхни…

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех