Çĕннисем
Хушӑран тусем енчен темле ӑнлантарса пама хӗн сасӑ илтӗнет: кӗрлев те, шӑхӑрни те мар — темскер.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Хӑйсем те вӗсем — чӑваш строителӗсем ҫак кӑвайтпа пӗрле мӑнӑ-мӑнӑ хуран тӗпӗнче тӑраҫҫӗ тейӗн ҫав, — кунтан тухма та, вӗҫерӗнме те ҫук пек: Ҫавӑнпа теприсем, куншӑн тӗлӗннипе пӗрлех, пӑртак хӑраҫҫӗ те.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Йӗри-таврари ҫӳллӗ тусем ҫӗрле пушшех ҫывӑхланнӑн туйӑнчӗҫ, кӑшт чупса кайсанах ту хысакне ҫамкапа ҫапӑнмалла пек.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Пӗр кун хушшинчех ҫав тери улшӑнчӗҫ вӗсем: паян ирхине Хасавюрт станцийӗнче пурте тенӗ пекех урӑх ҫынсемччӗ — шухӑ та харсӑр, урра! кӑшкӑрма хатӗр, «ҫитнине паллӑ тӑвасшӑн» ҫунаҫҫӗ, куна пар та ку мӗншӗн ҫук тесе шавлакалатчӗҫ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
«Пӗр-пӗриншӗн капла тӑрӑшни аван-ха, — шутларӗ Курмышов, — ҫул ҫинче пӗр-пӗринпе паллашни, туслашни — вӑл лайӑх, ҫав туслӑхӑн тӑсӑмӗ те ӗнтӗ ку — хӗрсене кабинӑсене вырнаҫтарса, шоферсем хӑйсем кузовсене выртни».
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Этменкин кабинине Валя Пудейкина вырнаҫрӗ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Гаврил хӑй те: «Ҫырлахтарах ӗнтӗ кӑмӑлне — унӑн пӗрремӗш класс-ҫке», — текелерӗ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Шоферсем кабинӑсене хӗрсене «хваттере» ячӗҫ; Валерий Красинов вӑйпа пекех Римма Устиновӑна хӑй автомашинин кабинине кӗртрӗ; эпӗ Гаврил «пӳртне» каясшӑн тесе, турткаланма тӑчӗ ку, анчах Валерий кӑмӑлне те хирӗҫлеймерӗ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Пулӑшӑвӗ пысӑках мар та, — хӑйсемшӗн эпир чунран тӑрӑшнине курччӑр.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Мӗншӗн тесен пӗр ултӑ палаткине те пулин памаллах вырӑнти халӑха.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Кама ӑҫта вырнаҫтармаллине пӑхса тухрӗҫ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Кунашкал палаткӑра чиперех ҫӗр каҫсан, ыран ыттисене лартӗҫ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Лидӑпа Степан Кулаковсене вӑл хӑйпе пӗрле ҫӗр каҫма сӗнчӗ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ыран ирех — ӗҫе.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Кӑвайтшӑн ан пӑшӑрханӑр, — терӗ Курмышов йӗкӗтсене, — ҫывӑрӑр тӑраниччен, ӑна хамах асӑрхакаласа тӑрӑп.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Кӑвайта, ҫӗрӗпех ан сӳнтӗр тесе, шултрарах туратсем пӑрахрӗҫ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ҫумӑр ҫумасть ӗнтӗ, уяртса ярсан лайӑхчӗ те.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Автомашина арчисене — кузовсене — матрассем сарса тултарчӗҫ, арҫынсем унта ҫывӑрма выртма хатӗрленчӗҫ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Апла, ҫынсене те систермелле кӑвакарчӑнсен…
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Илтмен-и, ҫӗр чӗтренессине сиссен, кӑвакарчӑнсем этем кил-ҫуртне пӑрахса каяҫҫӗ тет.