Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Совет халӑхӗ чура тума килнӗ ҫичӗ юта хирӗҫ мӗнпур курайманлӑхӗпе ҫӗкленнине пула фюрер салтакӗсем, хӗрӗх кун хушшинче Раҫҫей витӗр тухма ӗмӗтленнӗскерсем, «пуҫа каялла тӗрӗс илсе кайсан та тӗм пекехчӗ» тени те ӗненмелле илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак пьесӑра писатель фашист чуниллисен ирсӗрлӗхӗпе этемсӗрлӗхне питлет, ҫавӑнпа пӗрлех Тӑван ҫӗршыв чысӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн юлашки юн тумламӗччен ҫапӑҫма хатӗр совет салтакӗсемпе партизанӗсем хушшинчи тӑванла туслӑха витӗмлӗ уҫса кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй ҫӗр ҫине пӗрремӗш хут ӳкекен шап-шурӑ юр пек пурҫӑн кӗпепе…

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Света вара тем тытнӑ пек, хӑй ҫумне пӗртен-пӗр хаклӑ та черчен япалана чӑмӑртанӑ евӗр выртать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Мӗнле ҫитсе ӳкнӗ кунта ҫити ҫамрӑк хӗр, кам илсе килнӗ, мӗне пула — никам та хурав параймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Иккӗмӗш каҫ тӗлне ҫеҫ тӗпсӗр те тарӑн Шуйттан ҫырмине пырса тухрӗҫ шыракансем.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Ял тавра миҫе ҫаврӑнмарӗҫ-ши — улӑм купи ҫине ӳкнӗ йӗп майлах ҫухалчӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

…Хӗре икӗ талӑк хушши шырарӗҫ Марье аппапа тӑванӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Телейлӗ ҫамрӑк хӗр: вӑл ачипе пӗрле, вӗсем халь ялан пӗрле пулӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Ӗненчӗ, шанчӗ ҫумӗнче пыракан ачана, чӗререн.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Утрӗ те утрӗ Света.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Халӗ эпир пӗрле ӗнтӗ, тинех пире никам та уйӑраяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Пире кӗтеҫҫӗ, санпа иксӗмӗре.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

— Анне, васкар.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Пӗлмерӗ, мӗскӗн, ҫулран пӑрӑнса аякран аякка кайса пынине те, ял ҫутисем пачах курӑнми пулнине те.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Света пӗр вӗҫӗмсӗр тем калаҫать: пӗрре пӑшӑлтатать, тепре кулать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Пӗрле утаҫҫӗ амӑшӗпе ачи.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Ҫул ҫинчи ача пӗр вӗҫӗмсӗр малалла шурӗ, кайран темшӗн сасартӑк чарӑнчӗ те Светӑна хирӗҫ пычӗ…

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Паянтан эпир яланах пӗрле пулӑпӑр, пӗрле…

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Пӗрлех кайӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех