Çĕннисем
Колхоз хучӗсемпе вӗренме кайнӑскер, тӑван колхоза, ҫуралнӑ Хирлӳ ялне таврӑнмаллискер, кунта килсе, вунпӗр ялти стройкӑсене ертсе пымаллискер, епле майпа Шупашкара лекрӗ Ҫирки?
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ялта пурӑнмалли ҫынччӗ Ҫирки, ялта вӑл хисеплӗ ҫын пулатчӗ, хальхи пек, тӑван урамри ҫынсемпе те темле мӑннӑн та типпӗн калаҫмалӑхах пӑсӑлмастчӗ; тӗрӗссипе, вӗренме те ӑна, вӑрҫӑра пуҫ хунӑ ашшӗне — Еккӗме сума суса, колхоз хучӗсемпе янӑччӗ, ҫавӑнпа кӗме пултарчӗ те Хусанти института.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ырӑ ӗмӗт пурччӗ Хветӳҫ аппан: пӗччен амӑшне пӑрахса, Наҫтаҫ аякка каймасть, Ҫиркие те савса-юратса ялтан кӑларса ямӗ, пурӑнӗҫ вара яла илем кӳрсе!
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ним те сиксе тухмасан, кӳршӗре Наҫтаҫ пур ҫинчех, Наҫтаҫа юратнӑ ҫӗртех ывӑлӗ урӑххине качча илес ҫук…
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Тен, пӑтрашӑнса кайса, хӑмӑт тупрӗ-и?
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗскер сиксе тухрӗ ун пурнӑҫӗнче?
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
И-и, ара, ӗмӗр тӑршшӗпе Ҫиркие кӗтсе пурӑнаймӗ ӗнтӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хӗрӗ ку пӗрре хӑть мӗн пустуй калаҫатӑр тесе хирӗҫлинччӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ӗнтӗ Хирлӳре Наҫтаҫпа Гаврил юратӑвӗ ҫинчен калаҫкалаҫҫӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Куна ял сисмесӗрех юлтӑр-и?
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫавӑнпа Наҫтаҫ Гаврил патнерех туртӑнма тытӑнчӗ пулас.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫитменнине, Наҫтаҫ амӑшӗ хыпар сарчӗ: Гаврил аллинчи питӗ ӑслӑ техникӑпа Ҫирки пек нумай вӗреннисем те тӳрех ӗҫлеймеҫҫӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Эрне ытла пурӑнса та никампа ҫапӑҫмарӗ, пӗртте ӳсӗр ҫӳремерӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пӗлтӗр ку йӗкӗт, яла килсе, хӑйне шутсӑр лайӑх енчен кӑтартса хӑварчӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Халӗ ав Гаврила та тӗлӗкӗнче курать.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Эх, мӑнтарӑн хӗрӗ! Ҫиркие кӗтсех нихӑш йӗкӗтпе ҫӳремерӗ вӗт, «манӑн савни пур ҫав — кая юлтӑр!» тесе яхӑнне те ямарӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗнлерех хӳхӗм хӗр юрататчӗ ун ывӑлне, таврара та ҫук Наҫтаҫа ҫитекенни, пулман, ӳлӗм те пӑхса курӑнмасть.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хветӳҫ аппа пӗр хушӑ диван ҫинче шухӑшласа ларчӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Наҫтаҫ чӗнмерӗ, тӗлленет пуль-иҫ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вӑл мар, Гаврил та мар, эпӗ-ха, хӗрӗм, — терӗ карчӑк хуллен.