Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Халӗ вара нумайӑшӗ шӑпах тӗрлӗ фильмсемпе мультфильмсене хуласенчи кинотеатрсенче курать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

«Комсомольскинче пурӑнакансем аса илнӗ тӑрӑх, вӗсем 2000 ҫулта юлашкинчен «Титаник» фильма курса киленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Вӑрҫӑ, туслӑх, мирлӗ пурнӑҫ темине хускатса сӑнарлакан фильмсене аслисене ҫеҫ мар, ҫитӗнекен ӑрӑва та кӑтартасчӗ, - терӗ иртнине аса илсе, паянхи куна пӗтӗмлетсе Нина Мефодьевна.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Кино ҫулталӑкӗнче илемлӗ, совет кинокартинисем ытларах курасчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Илемлӗ фильмсене шӑпах пысӑк экранпа курса киленни лайӑх.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Хула ҫыннисен пушӑ вӑхӑтра кайса кино курма май килет-ха, ялта пурӑнакансен ҫакӑн пек май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫакӑ республикӑри районсенче пурӑнакансемшӗн питӗ кирлӗ япала.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Халӗ вара, 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, кино кӑтартассине ҫӗнӗрен чӗртесшӗн тенине пӗлсессӗн, чунтан хӗпӗртерӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Самана улшӑнчӗ те, пурнӑҫ урӑх ҫулпа кайрӗ-ши, фильмсене кӑтартма чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫак вӑхӑтсем ялта пурӑнакансемшӗн хаваслӑ самантсемпе асра юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Людмила Гурченко, Николай Рыбников, Надежда Румянцева, Олег Даль, Николай Крючков тата ытти артистсем выляни паянхи кун та асрах.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

«Повесть о настоящем человеке», «Как закалялась сталь», «Молодая гвардия», «Тихий Дон», «Весна на Заречной улице», «Гусарская баллада», «Карнавальная ночь», «Трактористы», «Высота», «Вертикаль», «Земля Санникова», «Девчата» фильмсем чи юратнисем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Нумайӑшӗшӗн артистсем кумирсем пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ял ҫыннисем кашни фильма хаваспах пӑхатчӗҫ, хӑшӗ-пӗри 2-3 хут та курма килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Район центрне кайса ҫӗнӗ фильмсем илсе килеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

- Пирӗн тӑрӑхра 1960 ҫулсенче кино кӑтартма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Нина аппа пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫре вӗсем мӑшӑрӗпе, Дмитрий Петровичпа, 38 ҫул тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Нӗркеҫре Нина Мефодьевна Софронова кашнине билет татса парса кинона кӗртетчӗ, черет тӑраттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Эпир те, 8-9 ҫулхи ачасем, кино курас ӗмӗтпе культура ҫуртне васкаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

90-мӗш ҫулсенче ялсенчи культура ҫурчӗсенче тӑтӑшах кино кӑтартни асрах, ялта пурӑнакансем Инди фильмӗсене уйрӑмах кӑмӑлласа пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех