Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Тухса вӗҫетчӗ унра халиччен упраннӑ сывлӑш, ыратакан, ҫӗр ҫывӑрттарман кӗлетке туххӑмрах канлӗхленсе выртатчӗ ӗнтӗ юр ҫине…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чикелентерчӗ те ӗнтӗ ӑна вӑл пӗр-пӗр хытӑрах ҫӗре — ҫукчӗ ӗнтӗ вара Кӗҫени яланлӑхах.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Халь ҫеҫ, халь кӑна хӑлха ҫунаттисене перӗнсе, ҫӳҫ пайӑркисене вӗтелесе шӑхӑрса, хум ҫапса, вӑркӑнса иртнӗ вӗсен ҫумӗнчен тӗссӗр, йӑхӑравсӑр вилӗм.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сисрӗ, туйрӗ, ӑнкармаллипех ӑнкарчӗ Кӗҫени: халь ҫеҫ, халь кӑна ухӑ йӗппи пек, сӑнӑ пек чӑвӑнлатса иртнӗ вӗсен ҫумӗнчен хӑрушӑ, ирсӗр, суккӑр вилӗм.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗн пулма пултарассине, мӗн курма пӳрессине (пуласса ҫаплах лулса тухнӑ-тӑк — хӑйне мар ӗнтӗ, ыттисене) куҫӗ тӗлне турӗ те чирлӗ хӗрарӑм — унӑн пӗтӗм ӑсне-тӑнне шиклӗх хӗссе илчӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лаштӑрр! ҫатӑрласа илчӗ Кӗҫение ҫӗр пӑтлӑ ӗшенчӗк.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пулаҫҫӗ те иккен пурӑнакан пурнӑҫра хӑрамалли самантсем.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лав, паҫӑрхи шухӑ та ҫил-ҫиҫкӗнчӗк лав, ҫырма тӗпӗнчен тӳреме тӑрӑшуллӑн хӑпарса, тикӗс вырӑнпа юртма тытӑнчӗ ялалла.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ывтӑннӑ ҫӗртен тӑрса Матвие пулӑшма чупнӑ Елькка та, лӑпланса-тӳлекленсе, ҫуна ҫине вырнаҫрӗ, Матви те малтанхи тӗлех, ӳречепе ҫумлӑн, тӗревленчӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сӑмси шӑтӑкӗсенчен ун сирпӗнет кӑпӑк, сивчир тытнӑ чухнехилле чӗтренет кӗлетки.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тулхӑрать, кукалет тарӑхнипе умӗнчи юпа картран вӗҫерӗннӗ урхамах, йӳнелесшӗн мар, ҫырлахасшӑн мар иккен нимӗнпе те.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каллех парнелерӗ иккен ӑна ҫутӑ кун, пурнӑҫ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каллех хӑтарчӗ иккен Матви хӑй мӑшӑрне, Кӗҫение, вилӗмрен.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лак ларать Кӗҫени каялла, пӗтсе-пӗтсе килет унӑн вӑйӗ, чӗри кӑлт-кӑлт-кӑлт лӗпсӗрленет…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йӑлт ӑнланса илет тӳпепе ҫӗр хушшине вӑйкӑннӑ хӗрарӑм: умра ҫырма, лаша ӗрӗхӗвӗ, Матви чӑрсӑрлӑхӗ, хӑрушлӑх…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗревленет, хыттӑнрах чавсаланать те Кӗҫени малалла ҫаврӑнса пӑхать.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лӑпланса, тӳлекленсе ласт-ласт-ласт тӑкӑнма пуҫӑнать юр ҫӑри.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хиркеленсе, пӑрӑнкӑчланса, яшт! чарӑнса тӑрать юр тӳпи.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӗлт! сирпӗнсе лаплатать темӗнле хут ҫыхӑ юр ҫине.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пашт! чикеленсе юлать Елькка аяккӑ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех