Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

«Ҫине тӑмалла, — хӑйне хӑй хистерӗ вӑл, — вуннӑмӗш позицири общежитие ҫак уйӑхрах хута яма ҫине тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Уйрӑмах Пятин чирлет, Пятин трестран каять тенисене илткеленӗ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫав хушӑрах ку туртӑм унӑн халь нихҫанхинчен те вӑйлӑрах.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Акимов хӑй ӳсесшӗннине ниҫта никам умӗнче те палӑртман.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Урӑх шухӑш валли пуҫра вырӑн ан та юлтӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Пӗтӗм шухӑш пирӗн ҫапла: ытларах ҫурт-йӗр лартасчӗ, стройкӑри тӑкаксене сахаллатасчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Юрӗ, Лариса, кун пек сӑмаха урӑх тапратар мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Кам мӗн кӗтсе пурӑннине ӑҫтан чухлайӑн эс?» — шухӑшларӗ Акимов, ҫаплах-ха ӑна куҫран пӑхмасӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ярусова та ырлама пуҫларӗҫ халь, ҫынни куна кӗтменччӗ те пуль.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫав хушӑрах…

Чӑнах, шутламасть те вӑл хисеппе преми-награда ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Хӑй пиркиех калать пуль.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Кама чӗпӗтесшӗн вӑл? — капла ыйтнӑшӑн та ӳкӗнчӗ Акимов: мӗншӗн-ха ӑна чармасть калаҫӑва ку йӗрпе чуптарма?

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Вурманов бригадир калать, ӳсес килсен ӳсме ан тӑрӑш тет.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Мӗнле йӗрке? — ыйтрӗ Акимов, хӑй хӗрелсе кайнине Лариса ан асӑрхатӑр тесе, пуҫне аяккалла пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Виҫҫӗмӗш пуҫлӑха ҫитрӗм ӗнтӗ, шутлатӑп та, Сергей Акимович, ку тӗлӗшпе темле вӑрттӑн йӗрке пур пек.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Хӑпарас текенне хӑпартмаҫсӗ те ӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Мӗнле-ха ӑнланасшӑн мар теприсем, нихҫан та ӳсес-хӑпарас пирки шутламан эп.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Ну, калаҫаҫҫӗ те вара! — тарӑханҫи пулчӗ Акимов, тӗрӗссипе, ку хыпаршӑн вӑл Ларисӑна чуптума та хатер.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Ан кӳренӗр, Сергей Акимович, сире треста куҫараҫҫӗ тенине илтрӗм, ҫавӑнпа ҫеҫ каларӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех