Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫемен те, ун хыҫҫӑн аннӑскер, ҫунана каялла эхлете-эхлете туртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун ҫуна ҫинчен сиксе аннӑччӗ ӗнтӗ, Тӑвӑла кӗрт ӑшӗнчен тухмашкӑн пулӑшма тытӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Курӑр-ха, халӑх, юр ӑшӗнчен тухаймасть, э. Курӑр-ха, епле тапӑлтатать…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, ӑйӑр та вара сан, Антун, ну рыса-ак, ну, урхама-ах!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗлип, чӗлпӗртен вӗҫерӗнсе, тепӗр енне пӑлтӑрт! сирпӗнсе ӳкрӗ, тарӑхса кӑшкӑрса ячӗ, ҫавӑнтах тата, Тӑвӑл юр ӑшне пашлатнине курчӗ те, ҫиллине чарчӗ, юлташӗсем пулӑшнипе ура ҫине тӑрса, ахӑлтатса кула пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Айӑр, ӑна-кӑна кӗтменскер, хӑранипе-ши е ҫынна таптас мар тесе сылтӑмалла карт! пӑрӑнчӗ те, чарӑнма ӗлкӗреймесӗр, тимӗрҫӗ лаҫҫи тӑррипе тан хӳсе лартнӑ кӗрт ҫине паш! кӗрсе кайрӗ, вырӑнӗ ҫырма хӗрри пулнӑ май, юр ӑшне хырӑмпа выртмаллах путса аннӑскер, хайхи ни малалла, ни каялла каяймасӑр тапалана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй ҫавӑнтах ҫул варрине сиксе тухрӗ те, — хӗрӗнкӗ ҫав, асӑрханулӑх чаракне ҫӗтернӗ ӗнтӗ, — Тӑвӑла чӗлпӗртен пырса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗнпе уйрӑлса тӑрать-ха вӑл маннинчен?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну-кӑ, курар вӗсен ӑйӑрне!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ӑхӑ, манран иртекенсем таврӑнаҫҫӗ-няк! — анаталла анакан Калюковсене тӳрех асӑрхарӗ Хӗлип.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урам сарлакӑшӗпе саркалансах ташласа-юрласа пыраҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюковсен тӗп килне ҫитесси инҫе юлманччӗ, ҫырма хӗрринчи тимӗрҫӗ лаҫҫисем патнелле ҫывхарса пыратчӗҫ ӗнтӗ, ҫак самантра Апликан Хӗлипӗн килӗнчен тухнӑ пӗр ушкӑн хӗрӗнкӗ ҫынсене тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа, Тӑвӑла ҫӑмӑл юртӑпа чуптарса кӗрсе кайрӗҫ тӑван Утар ялне Антунпа Ҫемен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах хапха нӑтӑртатса уҫӑлни, ҫуна тупанӗ юра ҫухӑрттарни — кун каҫ енне кайнӑ ҫав ӗнтӗ, ҫанталӑк сивӗтнӗ — илтӗнчӗ те самантрах шӑп пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пиччӗшӗпе шӑллӗ хӑпӑл-хапӑл тумланчӗҫ те картишне тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Атя, Ҫемен, кунта уни-куни хатӗрленнӗ самантра, чӑнах та, иксӗмӗр аттепе аннене кайса илер.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫиҫӗм ҫиҫсе ӗлкӗреймӗ, эпир каялла персе те ҫитӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Лашана тӑварманччӗ-ха, ман Тӑвӑлпа Утара кайса килесси мӗн вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ара, вӗсене илсе килмешкӗн халӗ те кая юлман, — сиксе тӑчӗ Антун.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Уяв уявах, ара, пӑртак шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса лараттӑмӑр, курманни нумай пулать-иҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех