Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Телегин тӳрех нимӗн те шарламарӗ, ҫӑварӗнчи хӑяр татӑккине тӑрӑшсах шатӑртаттара-шатӑртаттара чӑмласа ячӗ, аллинчи ҫӗрулми ҫине тӑвар сапса аппаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Е эс пире шанмастӑн-и?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен эс шанчӑклӑ ҫынах-тӑк, малашне пирӗн ҫинчен те мӗн кирлине пӗлӗн, — ҫирӗппӗн каларӗ Валет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кирлех-тӗк, эпир сана ҫакӑнтах персе пӑрахма та пултаратпӑр…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Санӑн, тусӑм, ҫакна ӑнланмалла: кунта эпир ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хӑвӑр тата? — куҫкӗрет тӗпченӗшӗн кӑмӑлсӑр пулчӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, пӗр суймасӑр кала-ха пире, иптеш, кам эсӗ, ӑҫтисем, хальхи вӑхӑтра мӗн туса пурӑнан?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӑт халь чип-чипер пуплешме пулать, алай.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Выҫварла та типӗлле сӑмах ҫыхӑнмасть, — чӑмланӑ май каларӗ Йысна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара вӑрман касса таврӑннӑ ҫынсем пек апат пӗтӗрме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑмӑл туртмасть те, мӗн тӑвӑн, Телегин та хӑй куркине тӗппи пушатрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эрехе ҫуршар курка ярса черетпе ӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет унтан ҫӑкӑр, шӑрттан, пӗҫернӗ ҫӗрулмине йӳҫӗтнӗ хӑяр, пӗр кӗленче эрех, шӑвӑҫ курка кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кунта унчченех хӑварнӑ пысӑках мар кутамкка пур иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Виҫҫӗшӗ те шаларахри уҫланка тухрӗҫ, ун хӗррине, ҫӑра шӗшкӗ тӗмӗ айне ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ халь, — сӗнчӗ Валет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Атьӑр-ха, шаларах кӗрер, пӑртак ҫырткалар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, юрӗ, кунта тӑрса ҫитӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тутар, куҫне вӗлтлеттере-вӗлтлеттере, темиҫе те пӑхса илчӗ Ванькка ҫине, анчах ун сӗнӗвӗ пирки нимӗн те каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗччен вара манӑн… ҫул хӗсӗнсе те кӗскелсе пырать, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех