Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Мӗн кӑна илтсе пӗлмерӗ пулӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, сеанс пуҫланиччен куракансене чӑваш ҫӗршывӗнче ҫутӗҫпе культура, сывлӑха сыхлас ӗҫ епле аталанса пыни ҫинчен лекци вуласа пачӗҫ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унта вӗсене тӗлӗнтермӗш кино кӑтартичченех темӗн чухлӗ тӗлӗнтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вырӑс купцисемпе мещенсем революциччен пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла лартса тултарнӑ капмар та эрешлӗ ҫуртсене кӑштах курса ҫӳресен, кинотеатра кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Улатӑра экеҫсем кахал апачӗ тӗлне ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах хӗр, унтанпа вӑхӑт пайтах иртрӗ пулин те, кӑмӑлне улӑштармасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин куҫӗ умӗнчех вилнӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ, чӑнах та ӗнтӗ, ҫав тери ырӑскерччӗ, шел, граждан вӑрҫинчен таврӑнаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗншӗн тесен Улька вунҫиччӗсенчех, Ванькка ӑна юрата пуҫланӑ чухнех, ялти учитель ачине Давид Никифорова савса пӑрахнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах… юлташ кӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, туйӑнать кӑна мар, вӑл чӑннипех ҫывӑх-ха, мӗн ачаранах ҫывӑх юлташ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫывӑх-ҫывӑх ҫын пек туйӑнать вара Улька, Ольга Матвеевна тесе калас та килмест ӑна…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗншӗн тесен ытла юмахри пике евӗр илемлӗ те ҫамрӑк курӑнать-ҫке вӑл, ҫавӑнпах-ши, вӑл вӗреннӗ ҫын, ялти шкул пуҫлӑхӗ иккенне те манатӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫирӗм тӑххӑрти Телегинӑн ҫак ҫап-ҫутӑ сӑнлӑ хӗр хӑйпе пӗр ҫултине, вӗсем ача чухне, Ванькка иккӗмӗш класра шкула ҫӳреме пӑрахиччен, пӗрле вӗреннине, пӗрле выляса-кулса ӳснине ӗненес те килмест.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗвел ҫути витерекен таса ӳт кӑмӑл нарасталӑхне ятарласа пайӑрлать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чугун ҫул икӗ айккипе тӑсӑлакан ҫӑра вӑрманӑн симӗс хӳми унӑн тӳрӗ ҫамкине, кӑшт каҫӑртарах сӑмсине, йӑмӑх хӗрлӗ тутине пушшех уҫҫӑн палӑртать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавнашкал самантсенче унӑн ҫавракарах, анчах типшӗм пичӗ пушшех илемлӗн курӑнать — тупата, пӗр кашӑк пылпа ҫӑтса ярӑн…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑрӑхларах пысӑк хура куҫне мӑч-мӑч хупать Улька, сывлӑш хумӗ вӑйлипе тӑрсан-тӑрсан тутине кӑ-ӑшт уҫать те, самантлӑха сывлайми пулса, пуҫне илемлӗн чалӑштарса пӑрать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пуйӑс тӗллӗн-тӗллӗн урхамахран хӑвӑртрах кайнине пула ҫаврӑнса тухакан ҫил, кантӑкран вирхӗнсе кӗрсе, пирвай Улькан хытӑ ҫавӑрса ҫыхнӑ хура ҫӳҫне арпаштарма хӑтланать, анчах темиҫе пӗрчӗ тӑпӑлтарса кӑларнисӗр пуҫне темех тӑваймасть те, хӗре питрен ачашшӑн ҫапкаласа алхасма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вакунӑн уҫӑ чӳречи умӗнче Улькапа, шкул ачисем пек каласан, Ольга Матвеевнӑпа, хире-хирӗҫ ларса пычӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех