Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Анчах, чӑн сӑмахӑн суйи ҫук, ялти шкул пуҫлӑхӗ, таса чунлӑ Ольга Матвеевна та, вунтӑххӑрмӗш ҫулта чипер арӑмӗн асамлӑ туртӑмне пула пуҫне ҫухатнӑ Веня та — унӑн ачисем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, пӗр тымартанах помидор та, пӑрӑҫ та ӳсет тесен, никам ӗненмӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Килӗ ку, тӗрӗсрех каласан, Улька ашшӗн, Ҫӑпата Матвин-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗвелтухӑҫ шупкалма тытӑннӑ тӗлелле Улька килӗ патне ҫитрӗҫ те калинкке умӗнче калаҫса тӑмасӑрах уйрӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах, тем пек хуллен пырсан та, чи вӑрӑм ҫулӑнне те вӗҫне тухатӑнах.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӑмӑкӗ пӑрахса кайнӑ хыҫҫӑн именнипе нимӗн калама пӗлмерӗ пулин те, Телегина хӗрпе юнашар ҫапла васкамасӑр утмашкӑн ырӑран та ырӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр Ванькка ҫеҫ ҫаплипех авланман-ха, учительницӑпа ҫемье йӗркелессинчен те вӑл хӑрас ҫук та ҫав…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, Улька педтехникум пӗтернӗ, пысӑк пуҫлӑх, унашкаллисене вара чӑваш хресченӗ ҫемьене кӗртесшӗнех мар: вӗреннӗ ҫынна хисеплессе хисеплет вӑл, анчах, ҫав ҫын хресчен ҫемйинченех тухнине пӗле тӑркач, хура ӗҫре ӑна шанмасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй вара, ял виҫипе шутласан, ватӑ хӗр ӗнтӗ, ӑна качча илес йӗкӗтсем тахҫанах авланса пӗтнӗ, темиҫешер ача ӳстереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, Давид Никифоров вилнӗренпе ултӑ ҫул ӗнтӗ, ҫапах Улька никама та качча тухмарӗ, тухма шухӑшламасть те пулас.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӗрене вара хушнипе мар, ӑс панипе те итлеттереймӗн…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Улька чӗри ҫамрӑкранах урӑххи енне туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль хӗр мар-ҫке Улька уншӑн, мӗн астӑвасса кӑмӑлланӑ, каярах чунран ӗмӗр хӑпӑтайми юратса пӑрахнӑ пике.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унашкалли пуласса сайра пулать, ҫапах теплерен пӗрре ӑнсӑртран Ольга Матвеевнӑпа, ачалӑхра ҫивӗтрен те турткаласа курнӑ Ҫӑпата Улькипе, куҫа-куҫӑн юлкаланӑ чухне вӑл хӑйне ялан ҫапла арпашуллӑ туять.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӗлхи вуҫех ҫыхланчӗ унӑн, алли-ури чӑлханчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӗ ӗнтӗ Ванькка шалтах аптӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эп киле васкарах каям-ха, сирӗнпеле ирччен ҫитеес ҫук, — терӗ те вӗсене пӗчченех тӑратса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тарье, малта пыраканскер, хуллен утакан пиччӗшпе Ольга Матвеевна енне темиҫе те чӑтӑмсӑррӑн ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ, юлашкинчен тӳсеймерӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑ пулӗ-и, тен, чун уҫҫи?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, вӗренмелле те Телегинӑн, тахҫанхи ӗмӗте — агронома тухас ӗмӗте — пурнӑҫа кӗртмеллех.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех