Çĕннисем
Введенски собор ҫывӑхӗнчи урамра икӗ хваттерлӗ йывӑҫ ҫуртра пурӑнакан Крапивин, кӗҫӗр ку уйӑхра пӗрремӗш хут ҫывӑрса тӑраннӑскер, сакӑр сехет тӗлнелле тин тутлӑн карӑнса илчӗ те вырӑн ҫинчен юлхавлӑн тӑчӗ, аялти кӗпе вӗҫҫӗнех чӳрече патне пырса, ӑна яри уҫса ячӗ, нӳрӗ те уҫӑ сывлӑша кӑкӑр тулли сывларӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑнах, ӑнланса пӗтереес ҫук утӑ уйӑхӗн кӑмӑлне.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Виҫӗмкун ҫеҫ-ха чӗреслетсе ҫумӑр ҫурӗ, ун хыҫҫӑн та ӗнер ҫанталӑк ӑмӑрччӗ, пӑт-пат ҫумӑр та ӳккелетчӗ, хӗвеланӑҫӗнчен катрам пӗлӗтсем капланса килнине кура ҫӗрле каллех чӗреслетсех ярасса та кӗтме пулатчӗ; паян ир вара пачах урӑхла — хӗвел тухрӗ те, тӗксӗм пӗлӗтсем самантрах таҫта кайса ҫухалчӗҫ, таврана ҫап-ҫутӑ сӑн кӗчӗ, ҫил чарӑнчӗ, тӳлек те ӑшӑ кун пуҫланчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Июль уйӑхӗн вӗҫӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
1927 ҫул.

Шупашкар.

Унсӑрӑн чип-чипер ӑслӑ-тӑнлӑ влаҫ кӗҫ-вӗҫ тырӑ вырма тухас хӗрӳ кунсенче хресчене нихӑҫан та тытса каяс ҫук.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кирек мӗнле пулсан та, кашниех ҫакна ӑнланчӗ: ялхуҫалӑх юлташлӑхӗн пуҫлӑхӗн Иван Степанович Телегинӑн влаҫ умӗнче темле пысӑк айӑп пур.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Тахҫанхишӗн, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчишӗн лектерчӗҫ-няк ачана», — текелерӗ ҫеҫ Шикки Ваҫҫи, милиционерсемпе темиҫе сӑмах перкелешсе илме ӗлкӗрнӗскер.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ял активисчӗсем халӑха путлӗн нимӗн калаймарӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ваньккан хӑйӗн пуяс килнӗ-мӗн те вӑл ҫав путсӗрсене йыхӑрса илнӗ…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Аптӑранӑ экеҫсем кун пирки нимӗн калама пӗлмерӗҫ, ҫапах ку ӗҫе ытларах Калюк хурахӗсен ӗҫӗпе ҫыхӑнтарма тӑрӑшрӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шикки Ваҫҫине чӗнсе тухрӗҫ те, унпа, вулӑс представителӗпе, тӳрех Иван Телегин патне вӗҫтерчӗҫ, ҫур сехетрен ӑна ялтан тӑрантас ҫине лартсах илсе кайрӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӑватӑ-пилӗк кунтан яла каллех икӗ милиционер килсе ҫитрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах та Экеҫри пӑлхану Калюкпа унӑн хурахӗсем пырса кайнипе кӑна вӗҫленмерӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ытла хӑвӑрт, ире хирӗҫ, килсе кайнипе хурахсене куракансем те пулман-мӗн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах Лаптевсен ҫемйи те, ялти ытти ҫынсем те ӑна пит тӗплех каласа кӑтартаймарӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Следователь Экеҫре кунӗпех ҫӳрерӗ, хурахсем тунӑ путсӗр ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусене ҫынсенчен ыйта-ыйта пӗлчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫула васкаса тухрӗ пулин те, отряд начальникӗ лайӑх пӗлет: паллах, ку таранччен юланутлӑ вӑрӑ-хурахсен йӗрӗ те юлман, вӗсене тытасси халӗ ҫиле сӗрекене ҫаклатассипе пӗрех…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Телегин лавӗ Экеҫе таврӑниччен чылай маларах участокра милици отрядне тревогӑпа ҫӗкленӗччӗ.