Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Антун хӑй айӑпсӑр тесе самантлӑха та шутламарӗ, следстви вӑхӑтӗнче те, суд умӗнче те пӑркаланмарӗ, шӑллӗн, Ҫеменӗн, ним айӑп ҫуккине кӑна пурне те ӑнлантарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антуна вара суд тунӑ, Етӗрне термине нумайлӑха хупса лартнӑ терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепрер уйӑх иртрӗ-и — Ҫемен яла таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хирӗҫлеме тет-ха, ҫапла пуласса кӗтнӗ те ӗнтӗ вӗсем, ҫула хатӗрленсе, кутамккасене апат-ҫимӗҫ те чиксе хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем — ни Антунӗ, ни Ҫеменӗ — хирӗҫлемерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем ял ҫыннисенчен, уравӑшсенчен тем ыйта-ыйта пӗлчӗҫ, кӑнтӑрла иртсенех каялла тухса вӗҫтерчӗҫ, хӑйсемпе пӗрле Калюк Йӑванӗн икӗ ывӑлне те лартса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр ир-ирех Утара милиционерсем ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вҫо, Ҫемен шӑллӑм, ҫамрӑк пуҫӑма ҫирӗм эпӗ, — терӗ те вӑл ӑҫта тӑнӑ ҫавӑнтах лак ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антуна сасартӑк сивӗ-сивӗ пулса кайрӗ, вӑл темле ӑнланмалла мар хыттӑн чӗтре пуҫларӗ, ӑш лӗкленсе килнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Наҫтуҫ тӑраймарӗ те, лараймарӗ те ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫемен, тыт-ха ӑна, ура ҫине тӑратар!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Наҫтуҫ аппа, мӗн пулчӗ сана, Наҫтуҫ аппа?! — сасартӑк сӗвӗрӗлсе, чӑнласах сехӗрленчӗ Антун.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун аллине ӑшӑ та йӑмпӑлкка шӗвек йӗпетнине туйрӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗрарӑм ҫавӑнтах… лӑштӑр пулчӗ те хуллен-хуллен ҫӗре авӑнса ӳкрӗ, ҫӗҫҫе халӗ те алӑран вӗҫертмен Антуна, хӑйпе пӗрле сӗтӗрсе, ирӗксӗрех куклентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ хӳтӗленес шутпа-ши е чикес тесех — хӑй ҫав самантра та, кайран та ӑнланмарӗ ҫакна — ҫӗҫӗ тытнӑ аллине ун еннелле тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан тем пулчӗ ӑна: те ҫӗҫҫе арҫын аллинчен туртса илме ӑнтӑлчӗ, те ӑна пӑрса ярса, кӗрсе тарасшӑн хӑтланчӗ: «Кӑраву-ул!» — тесе хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ те Антун ҫине сике пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Наҫтуҫ сехӗрленмеллипех сехӗрленсе ӳкрӗ, куҫне-пуҫне чарса, пӗр самант сывлӑш ҫавӑраймасӑр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Атту ҫакӑптах чиксе пӑрахап!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Чарӑнатӑн-и эс, чарӑнмастӑн-и ҫухӑрашма! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ хӑрушшӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл атӑ кунчинчен ҫӗҫӗ туртса кӑларчӗ те хӗрарӑм кӑкӑрӗ тӗлне тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех