Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ристансем картишӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ самантра Король ют камера ҫыннисемпе хутӑшрӗ те такампа чӑкрашма тытӑнчӗ, лешӗ парӑмра юласшӑн пулмарӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫанталӑк пӗлӗтлӗччӗ те, анӑҫалла паҫӑрах куҫнӑ хӗвел курӑнмастчӗ, ҫавӑнпа тавралӑха сӗм ҫапа пуҫланӑччӗ, кӑштах йӗпхӳ ҫӑватчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр каҫхине — сентябрь уйӑхӗн ҫирӗммӗш кунӗччӗ ун чухне — меллӗ самант тупӑнчӗ-тупӑнчех.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет вара яланах унпа юнашар пулма тӑрӑшрӗ, иккӗшне ҫыхса янӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӗ ӗнтӗ, тармашкӑн меллӗ самант кӗтсе, уҫӑлма тухнӑ чухне Антун ҫак вӗрене хӗвне чиксе ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗренӗн ҫав татӑкӗ чул хӳмен тепӗр енне усӑнмалла иккен, вара ун тӑрӑх аяла чиперех анма пулать…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, чи пуҫне мар, аршӑн ҫурӑ хӑварса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Корольпа унӑн шайкки, ҫирӗп ҫӗтӗк, ытти япаласем пуҫтарса, самаях чӑтӑмлӑ хулӑпах мар вӗрен яврӗҫ, ун пуҫне якӑр ҫыхса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла вара виҫӗ юплӗ чӑн-чӑн якӑр пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Камерӑра ҫав тӗреклӗ пӑтасене, таҫта хӗстере-хӗстере, аран-аран аврӗҫ, виҫӗ еннелле тӑрмаклантарса, пралукпа ҫыхса ҫирӗплетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Платник ӗҫӗпе ҫӳренӗ май Антун кӗсйине виҫӗ шпиль пӑти, пӗр татӑк пралук чиксе пытарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара икӗ ҫынпа тармашкӑн мӗнлерех май тупмаллине тӗплӗн сӳтсе яврӗҫ те хатӗрлене пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑн чухлӗ шухӑшласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн Калюков тӗрмерен тарма татӑклӑн шут тытрӗ, ирӗке тухсан, Валета пулӑшма та сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Пӑртакӗ» икӗ куна пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӑртак шухӑшлам-ха, — терӗ те Антун ирчченех ҫӑвар уҫмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав ҫулсенче ирӗкре пурӑнса ирттерсен, тытчӑрах кайран тепре, хупса лартчӑр…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуть те мӗн каласан та, тӗрмере чи-чи вӑйпитти ҫулсем иртеҫҫӗ-ҫке, ним усӑсӑр кӗлленсе пӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кунта нумай-нумай вӑхӑт пӑнтӑхса ларни лайӑхрах-и е, таркӑн пурнӑҫӗпе пулин те, ирӗкре пурӑнни?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен ирӗке ҫапла ним мар тухма май килет-тӗк, чӑнах та, вӑл мӗн ҫухатӗ?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун ку калаҫӑва шӳтле-мӗнле кӑна хутшӑннӑччӗ те, тӗрмерен тарасси ҫинчен Корольпа юлташӗсем ҫапла шанчӑклӑн пуплешни хайхи ӑна иккӗлентерсех пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех