Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Эсӗ чечек юрататӑн.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Асатте, ку сана.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Чечек татса килнӗ-мӗн хӑй.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫутӑлас умӗн унта ытармалла мар! — савӑнса каларӗ мӑнукӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Асатте, кашни ҫулах вунӑ класс пӗтернисем вечер хыҫҫӑн улӑха кайса килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Сути алӑкне питӗрсе ӗлкӗреймерӗ — Ҫирахви килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пӗреххут, шкула ҫитсе килем-ши?..

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Мӗншӗн халь те килмерӗ?

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Старик пӑшӑрхана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Мӑнукӗ килни курӑнмарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Сути хапха умне тухрӗ, шкул еннелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Чӗпӗ амӑшӗ ӑна сӑхмасть, кӑр-кӑр, кӑт-кӑт туса, ҫунатне саркаласа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Мӑнукӗ пӗчӗк чӗрчуна уйрӑмах юратнине старик куҫ умне кӳчӗ, Ҫирахви чӗпсене алӑ ҫине илсе ачашлать.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пӗчӗкскерсем кӗп-кӗске сӑмсине шыва чиксе сыпса илеҫҫӗ те, майне тӑсса, пуҫне каҫӑртса ҫӑтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Шывӗ нумай марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Кивӗ ҫатмапа лартса панӑ шыва чӗпсем питӗ кӑсӑклӑ ӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Чӑпар чӑххи кӑт-кӑтӑклатса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Чӗпписем чӗнкӗлтетсе сӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Кун ҫути килсе ҫитсен, хӗвел тухсан, пушмак пӑруне кӗтӗве леҫрӗ те Сути чӗпӗллӗ чӑххине шалча ҫапса тунӑ лутра та пӗчӗкҫеҫӗ пахча пеккине йыхӑрса кӗртрӗ, кӗрпе сапса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Маттур, маттур, ӗҫлесе ҫиме вӗренӗр, ӗҫлесен апат тутлӑрах пулать. — тесе вӑл, чӗвӗл-чӗвӗл чӗвӗлтетсе тапкалашакан чӑх чӗпписене курса йӑпанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех