Çĕннисем
Никонова Ксения Николаевна.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӗрес ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ шурӑ шӑвӑҫ татӑкӗ ҫинче виҫӗ сӑмах, темиҫе цифра.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эппин, тайма пуҫ сана юрӑсен юрри, тымарсен тымарӗ, сӑвап та чыс сана, ӗмӗрсен ӗмӗчӗ, шанчӑксен шанчӑкӗ!..
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӗмӗрсен ӗмӗчӗ, шанчӑксен шанчӑкӗ, эппин…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юрӑсен юрри, эппин, вӑл, амӑшӗ, тымарсен тымарӗ..
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫук-тӑк, тӗнчене килмен-тӗк пуҫламӑшӗ — эппин, варри те, тӑсӑмӗ те ҫук унӑн, малашӗ те.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫак ял, ҫак униче, ҫак анлӑ-анлӑ уй-хир — амӑшӗ вӑл.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӑвак тӳпе, ҫак йӑмӑх-йӑмӑх хӗвел, ӳпкене кал-кал сӑрхӑнса кӗрекен тӑрӑ-тӑрӑ сывлӑш — йӑлт-йӑлт амӑшӗ вӑл.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗншӗн тесен пур япалан та пуҫламӑшӗ, вӑл, амӑшӗ, пур япалан та варри, тытӑмӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗншӗн-и?

Чи-чи хаклӑ, салатма-сапалама юраман пурлӑха упранӑ, сыхланӑ евӗр, ялан-яланах упрӗ ӑна, сыхлӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Памӗ хӑвӑрт-хӑвӑрт улшӑнса пыракан кун черетне тӑван амӑшӗн тӑванран та тӑван сӑнарне тӗссӗрлетме.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Иртӗ-и уйӑх хыҫҫӑн уйӑх, ҫулталӑк хыҫҫӑн ҫулталӑк, кунтах юп курӗ-и Дина, малалла ӑс пухма аякка-аякка тухса кайӗ-и — пурпӗрех нихӑҫан-нихӑҫан та манмӗ хӗр тӑван амӑшне, вӗҫӗм-вӗҫӗмех унӑн сӑлайлӑ ӑшӑнчӑкӗне ӑшӑнӗ, тараватлӑхӗпе, ӗҫченлӗхӗпе хавхаланӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Амӑшӗ!..

Ҫут тӗнче пур, эппин, хӗвел пур, аслӑ-аслӑ кун ҫути пур…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫут тӗнчене ҫуралнӑ, кун ҫутипе ытлӑхланнӑ чӗрӗ чунӑн ҫеҫ чунӗ пур.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапла, тӗлӗ-йӗрӗпе ӑнланаймасть пулин те ку вӑрттӑплӑха Дина, ҫакна вара тӗшмӗртет-тӗшмӗртетех хӗр: ҫут тӗнчере мӗн чӗрӗ — ҫав япалан ҫеҫ чунӗ пур; ыратать-и унӑн вулли-кӗлетки, туять-и вӑл сивве-шӑрӑха — ҫав ҫеҫ кун ҫутине сисӗмлеме, чӑнлӑхлама пултарать: ытти — хӑть пусахла, хӑть вӑйрат мимене хӗреслӗ-пирлӗ — чӗрӗ чун хӑтлантарӑшӗ анчах, шухӑш вӗҫевӗ, кӑмӑл ҫуначӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑҫтан пулайтӑр-ха ҫуралайман чунӑн ӑнӗ-тӑнӗ?..
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тен, ҫӳреместчӗ те апла-капла?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӳреетчӗ пуль ӗнтӗ вӑл ҫуралайман чунӗпе тавҫӑрма та, ӑс ҫитерме те пултарайман пӗр-пӗр пушӑлӑхра?