Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Володя ҫар училищинчен тухнӑ ҫулне пӗрлешме калаҫса татӑлсаттӑмӑр.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫыру вӗҫе-вӗҫ ҫӳрететтӗмӗр хамӑр, ҫутӑччӗ кӑмӑлӑмӑрсем, янкӑрчӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Амӑшӗ каллех ураланнӑ пек пулсан, вунӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн тытрӗ те пурнӑҫларӗ пурнӑҫларех хӑй ӗмӗтне Володя — ҫар училищине кайса кӗчӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Эх, — тетчӗ Володя екки янӑ самантсенче, — ҫак Канаша вӗренме килес мар, сана та тӗл пулаяс ҫукчӗ вӗт, Хреҫҫи. Вӑт пурнӑҫ, вӑт путиш-мутиш», — тетчӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑй те, Володя, харам кӗрмешесех темерӗ курӑнать педучилищӗре — чун туртни унӑн ҫар училищиччӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

(Володя — пӗр ывӑл)..

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӑхакан кирлӗ-ҫке пӗччен хӗрарӑма.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах та нумаях вӗренеймерӗ Володя педучилищӗре, ҫур ҫул ытларахран пек вӑл, амӑшӗ чир-чӗрпе аптӑрама тапратнипе, ялне таврӑнчӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗр-пӗриншӗн ҫунма, тунсӑхлама тытӑнтӑмӑр.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тепле пулчӗ ҫак: хамӑр та сиссе-чухласа ӗлкӗреймерӗмӗр — юратрӑмӑр пӑрахрӑмӑр пӗр-пӗрне.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иксӗмӗр те саккӑр тин кӑна пӗтернӗскерсем, иксӗмӗр те тин кӑна вӗренме кӗнӗскерсем,..

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— …Эпир, унпа, Володьӑпа, Канашри педучилищӗре паллашрӑмӑр.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Сисмен мар эпӗ, сиснӗ, чухланӑ; туяттӑнччӗ эсӗ манра тем вӑрттӑнни, йӑпӑр-япӑрах калама юраманни упраннине, туяттӑнчӗ те нимӗн те апла-капла шарламастӑнччӗ, кӗтеттӗнчӗ, шанаттӑнччӗ, ахӑр, хамах пуҫласа сӑмах тапратасса, — Христина калаҫӑвне такӑнтарчӗ те умӗнчи темӗн тӗлсӗр-палсӑра вичкӗннӗн тинкерчӗ, унтан, авӑкран, пурнӑҫ ҫиппине ҫав тӗлсӗр-палсӑртан сӗвем-сӗвемӗн сӳтӗлтернӗн, шӑппӑн, чӗри ыратнӑн шӑкӑлтатса кайрӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ӗнтӗ Христина ӗсӗклеме те пӑрахрӗ, ҫил тӑвӑнчӑкӗ пӑшӑрхантарнӑн, кӑкӑрӗ хумлӑн-хумлӑн хӑпара-хӑпара анчӗ унӑн; сӑнӗ-пичӗ хӑйӗн шухӑшлӑ таҫта.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫырӑвне вуласа тухнӑ хыҫҫӑн та — иртрӗ, иртрӗ вӑхӑт.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ӗнен, пултараймастӑп эпӗ унашкал тума халь ҫине.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Христина, савнийӗнчен хӑпса, тӳрленсе ларчӗ, питҫӑмартийӗ тӑрӑх йӑлтӑртатакан чӗлтӗр-чӗлтӗр куҫҫульне сылтӑм алӑ тӳрчӗпе сисӗнкӗсӗр шӑла-шӑла типӗтме тытӑнчӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вуласа тухрӑм та… —

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑпӑл-хапӑлах вуласа тухрӑм эпӗ ӑна.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ҫитрӗм Шупашкара, кӗтӗм хамӑр ҫурта, пӑхрӑм пуштӑ ещӗкне — унта, хаҫатсемпе пӗрле, ҫыру.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех