Çĕннисем
Андрей Васильевич ку шкулта ӗҫлеме тытӑннӑранпа темиҫе кун, темиҫе эрне иртнӗ хушӑрах пач ҫӗнелсе, пач расналанса кайрӗ Дина чун-чӗри.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пуҫланасса та вӑл йӑсӑл-йӑсӑл ҫумӑрла мар, шатӑр-шатӑр аслатилле пуҫланчӗ те, аҫа ҫапса ҫунтарасла шалт! кӗллентерсе пӑрахрӗ халиччен ун евӗрри нимӗн те тӗкӗнсе курман хӗр чӗрине.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юратӑвӗ те, унчченрех кӗнекесенче вуласа, киносенче курса ӑмсаннӑ, халӗ яш чӗрене пӗртте кӑнӑҫ паман, куллен вӑтанупа та шанӑҫпа вӑркаттаракан хӗмлӗ-хӗмлӗ юратӑвӗ те Динӑн, шӑп та лӑп ҫак шкулта, шӑл та лӑп ҫак класра юрласа-карласа хӑпарчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ас талпӑнӑвӗ, ӳт-пӳ кал-калӗ йӑлт-йӑлт ҫакӑнта чӑмӑртаннӑ ӗнтӗ кашнин.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Черетлӗ — кӗркуннепе хӗлле, ҫуркуннепе ҫулла…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вунӑ ҫулталӑк…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӗнтӗ ҫав уявлӑ самантранпа вунӑ кун тӑршши кӑна мар, вунӑ ҫулталӑк иртсе пырать хӗр пурнӑҫӗнче.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӗр-ҫӗнӗ кӗпепеччӗ Дина, вӗр-ҫӗнӗ пушмаклаччӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Акӑ, тин, ӗнер кӑна пекчӗ чечек ҫыххи йӑтса, сумка ҫакса, амӑшӗ аллинчен тытӑнса пӗрремӗш хут пӗрремӗш класа ҫунатланса пырса кӗни.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӑвар сапакан, кӑвар акакан кайӑк!
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӳлсе чарайми ыгткӑнан, вирхӗнен урхамах!
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эх, вӑхӑт, вӑхӑт!
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӗмӗрт ҫеҫки евӗр ытамӑн-ытамӑн ҫурӑлса, мӗн чухлӗ ӗмӗтхевте паркаланман-ши?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ, мӗн чухлӗ шухӑш ҫурала-ҫурала тӗвӗленмен-ши, сӗткенленмен-ши ҫакӑнта?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Стена ҫумпе таянчӗ те вӑл ҫутӑ вӑййи тулса ларнӑ ачасемсӗр класа хӑюллӑн сӑнарӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шикленни те йӑшнӑн, иксӗлнӗн палӑрчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫутӑ чӑлт! ҫуталсан, кӑшт чун кӗнӗн туйӑнчӗ Динӑна.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Учитель сӗтелӗ хушшине вырнаҫса чавсаланнӑ Дина, тӑрса, хӑпӑл-хапӑлах ҫутӑ ҫутса ячӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шиклӗ, сехӗрлевлӗ пулса кайрӗ хӗре туххӑмрах.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӗлтӗренпе вӗтеленӗн, ҫанҫурӑмӗ сӑрӑлтатма тапратрӗ унӑн, тӑнлавӗ хӗссе-хӗссе ыратма пуҫӑнчӗ.