Çĕннисем
— Дина! — хӗре чӗрӗ-сывӑ шыраса тупнипе хӗпӗртенӗрен, лаш! сывласа ячӗ йӗкӗт.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сӑнӗ-пичӗ хӑйӗн, тӳперен тӑкӑнакан шап-шурӑ юр-па ҫуса тасатнӑн — шап-шурӑ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Алак яри уҫалчӗ те, класа таманпа шап-шура хупӑрланнӑ, паш-паш сывлакан Никандр вӑркӑнса кӗрсе тӑчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тепӗрҫемӗн каллех хантлатса илчӗ аялта, хӑвӑрт-хӑвӑрт ура сасси картлашкапа вӗҫнӗ пек тӗпӗртетсе хӑпарчӗ иккӗмӗш хута, коридоралла ҫутӑ ӳкекен класс умне вашкӑртса-хыпаланса пычӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ура сасси коридора тухрӗ, картлашкапа пӗрремӗш хута авчӗ, аялти тӗл алӑк халтлатнипе пӗрле тӑнч йӑмрӗ хӑлхара: Кронид Евграфович, каллех хӑй ӑссӗн темӗн ӑсласа, лӑпӑс-лӑпӑс юрпа канлӗхленекен ҫӗрлехи урама тухса лӑкӑштатрӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Астӑвӑр, тухнӑ чух ҫутине сӳнтерсе хӑварма ан манӑр вара…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӳрем юр айӗнче шухӑшлакаласа, пуҫа уҫӑлтарам…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ну, эпӗ уттарам-ха, эппин.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пуҫ кашлать… — ыратни-кашланине ҫӗлӗкпе хупласа ирттересле, пуҫӗ тӑрне пусарах лартрӗ те ӑна Кронид Евграфович, ырӑ каҫ сунса хӑварса, ӗшенчӗклӗн кӑлт! тӗкрӗ алӑка урипе.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ыйхӑ ҫеҫ ҫук, иҫмасса…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юр ҫӑвать, юр нӑтӑртатать.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ах, каҫӗ, каҫӗ кӗҫӗр…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапах та ҫук ку учительре Андрей Васильевичра пурри, ҫук унра хӗлхем, ҫук унра чун хӑвачӗ, ҫук унра ырӑ талпӑну туртӑмӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Урокӗсене те кал-кал, пӗр кӗвӗллӗн ирттерет Кронид Евграфович, ӑнлантарасса та материала тӗплӗн, пӗлӳллӗн ӑнлантарать.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сисет, туять хӗр чӗри: темӗн начарри, темӗн килпетсӗрри пытарӑннӑ ҫак ҫын ӑшӗ-чиккинче.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шакӑр «пиллӗксем» илет.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Лайӑх тӑнлать урокӗсене, лайӑх ответлет.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унӑн предметне те (историе), ытти предметсене юратнӑ пекех, юратса — екки ярса вӗренет хӗр.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӳррипе, нимӗн начаррине те туман-ха ӑна Кронид Евграфович.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Килӗштермест ку учителе Дина.