Çĕннисем
— Эс, тӑванӑм, аҫу килӗпе ман тӗле пӑтраштарса яман-и, э?
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑйӗнчен ниҫта та хӑварман кукӑр пуҫлӑ туйипе хурӑн сыпписене тӑк-тӑк тӗксе илчӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Эй, эс каллех тем камитленместӗн-и, шӑллӑм, — тӗлӗннине ирттернӗ пеккӗн тинех чӗлӗмне ҫӑварӗнчен кӑларчӗ Мукуҫ мучи.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хоп-па!..

Тип-типпи, хӗлле, хӗм сапса ҫатӑр-ҫатӑр ҫунаканни, хурӑн вутти.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Савӑн, асатте, хапху умнех хаплатса килсе выртрӗ вутӑ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Мучи, леререх пӑрӑнса тӑр-ха эсӗ, асту, ӑнсӑртран ҫамкунтан пырса кӗрӗслеттерӗ, — вутӑ сыпписене пӑрахнӑ май ват ҫынна ҫурма шӳтлесерех сӑмах тӗртрӗ каччӑ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унтан, тӑкӑнмалла пекки тӑкӑнма пӑрахсан, ялт! хӑпарса кайрӗ те йӗкӗт ҫӳле кузоври вутта ӑҫталла май килнӗ ҫавӑнталла палт та палт ывӑтма тапратрӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Метрласа сыпӑланӑ хурӑн вутти, килӗшсе татӑлнӑн, кӗптӗр-кептӗр тӑкӑнма тытӑнчӗ ҫӗрелле.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Виталий (ку вӑл Виталий пулчӗ) кабинӑран вашлаттарса сикрӗ те хӑпӑл-хапӑлах малтан кайри борта, хыҫҫӑн сулахайрипе сылтӑмрине янках уҫса ячӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Ҫӗр хута ку мӗн мыскари тата?», тесе тӑчӗ, уксакласа, шоферӗ кам иккенне паллама васкарӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Лешӗ, ятарласах килнӗн, вӗсен тӗлне чарӑнса, хапха кутнелле кутӑн-кутӑн чакма тытӑнсан, шанках тӗлӗнчӗ старик.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тиевлӗ машинӑна, тусан мӑкӑрлантарса туран анаканскерне, асра та ҫукчӗ кунталла пӑрӑнасса Мукуҫ мучин.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Каҫхи сӑвӑмран таврӑннӑранпа Нина ачипе пӳртре, тем пӗҫерет, кускалать — каҫхи апат хатӗрлет…
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Май варри.

Канлӗ таврара, лӑпкӑ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӑкӑрланать-ха, ав, Мукуҫ мучин сухалӗ хушшинчи чӗлӗм: пӑккин-паккин вӗл-вӗл-вӗл…
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Килес кӑнтӑр ҫутипе патлаттарса — ял ҫӑварӗнчен намӑс.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Апла, сасси-хури ял ҫине палкаса тухнӑскер, ӳкӗнӗҫленме юратман Иван Гавриловича шӑп та лӑп паян кӗтмелле, эппин, кӗҫӗр, каҫ сӗмӗпе.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ыран ашшӗн пурлӑхне катӗртме ыйтса ҫырнӑ заявление Нина райцентра, халӑх судне, «леҫме» каять.