Çĕннисем
Пӗчӗк кушиле ҫӑкӑр чӗллипе пиҫнӗ ҫӗрулми, икӗ чӗрӗ ҫӑмарта, тӑвар хучӗ, кӗленче савӑтне пылак чей лартса, ҫекӗлте ҫакӑнса тӑракан вӑрӑм халатне вӗҫертрӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ывӑҫӗнче паҫӑртанпах сиктеркелесе-пӑчӑртакаласа хӑшкӑлнӑ чӗлӗмне вӑл, пусма татӑкӗпе чӗркесе, кӗсйине чӑмтарчӗ те хурала кайма хатӗрленме тытӑнчӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мукуҫ мучи те тӑчӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ну, сывӑ пулса юлӑр-ха, уттарам-ха, эппин, — терӗ те ҫӗрлехи сӗмлӗхе тухса та ҫухалчӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Иван Гаврилович сӑншӑн-хӑналанӑшӑн Мукуҫ мучие пырса алӑ пачӗ те, тав туса хӑварса, алӑк патнелле вирлӗн сулӑнчӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тен, чӑн та, кам, пӗлет ара… —
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тен, ачамсен ӑсӗ ӳркеннине, ку шӗвӗрри, тӗпленмеллипех тӗпленӗ-ха тӑван килӗмре.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хам та, мӗнле калас, мӑнукшӑн тунсӑхласах ҫитрӗм.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Килӗпӗр вара аннӳпе иксӗмӗр…
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Мӗн ӗнтӗ, Нинук, хӗрӗм… — тӗреклӗ пуҫне тӗпел кукринелле канӑҫсӑррӑн пӑрчӗ ашшӗ, — ыран ирпе тӑр хатӗрленсе.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Йӑпӑрт кӗрсе тухӑп тенӗччӗ те — пулмарӗ, — пытармарӗ хӑй кӑмӑлне Иван Гаврилович, сӗтел хушшинчен йывӑррӑн ҫӗкленнӗ май.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ларсах кайрӑм.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӑштахран пӗчӗк этем пӑшӑрханӑвӗ те ҫӗтрӗ унта, канӑҫрӗ, «тӳттӳ» тӗлне тупрӗ ӗнтӗ телейлӗ чун, пур чухне те хӳтӗ пама ӑнтӑлакан амашӗ хӳттине лӑпчӑнчӗ…
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Нина кӑмака ҫывӑхӗнче тӑраканскер, шарт сиксе, вӗҫнӗ пек хыпӑнса пычӗ сӑпка патне, ачине хӑпӑл-хапӑл йӑтрӗ те, кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, чаршав хыҫнелле хыпаланчӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Виҫҫӗшӗ те, Мукуҫ мучипе Иван Гаврилович та, Нина та, Турчӑка Кулипе Хвеччисӑн тӗр-тӗрӗпе чылай вӑхӑта шӑпӑртланнӑскерсем, пӑчӑх сывлӑша хӑваласа кӑларма чӳречене янках уҫнӑн, хаштах сывласа илчӗҫ ача янкӑсӗ хӑлхисене перӗннӗ-перӗнмен.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
…Те пӳртре шӑп пулса тӑнипе, те, хырӑмӗ выҫса, «тӳт-тӳ» еннелле туртӑнма вӑхӑчӗ ҫитнипе, ҫари-и! кӑшкӑрса ячӗ сӑпкари Виталий сасартӑках.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе айне каллех тӑплӑх, ӑшӑ сӗм анчӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑюлланнӑ арҫыннӑн пӑтӑр-патӑрӗ алкум урати урлӑ каҫсан та тӳрех лӑпланмарӗ, картлаҫран анса картишӗпе иртнӗ чухне те, ҫӗрлехи шӑплӑха шуйхатса, йӳҫрӗ-ха явӑнчӗ-ха унӑн тӑкӑсӗ, лешсем хапха умӗнчи вут купинчен пӑрӑнса Йӳҫкасалла сулӑнсан тин йӑмрӗ, ҫухалчӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ку сас, пӗтрӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Алӑка йӑрӑл-л тӗртрӗ те Турчӑка Кули, арӑмне танклаттарса, пӳртрен илсе тухса кайрӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Атя, ут, ут, ан турткалаш.