Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Трест умӗнче ӑна кӗтсе ҫӑмӑл автомашина тӑни, унпа кирек ӑҫта кайма май пурри те кӑмӑла ҫӗклет.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Президиумсене, пысӑк канашлусене хӑвӑрт хӑнӑхрӗ вӑл, Пятинпа пӗрлех ӑна та парти обкомне, Министрсен Советне чӗннисене питӗ килӗштерет, лере управляющи хӑй кӑна ӗҫ татать пулин те!

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Анчах Пятина вӑл юрасах ҫитереймест пулас, унсӑрӑн управляющи «никам та мар» Пантиковах унран мала хумастчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ярусовӑн ҫак пӳлӗмрен мӗншӗн тухса кайма тивнине те вӑл тӗп-тӗрӗс палӑртрӗ, ун йӑнӑшӗсене тумастех — управляющипе лайӑх килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшать, кирек хӑҫан та ун кӑмӑлне шута илет.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Тӗрӗссипе, Константин та пурӑнма пӗлмест мар, никама та мар — ӑна Миловидова пуринчен те маларах хурса хӑй заместительне лартрӗ (трестра инженер сахал-им?) никампа та мар, унпа улӑштарчӗҫ Ярусова, трестри икҫӗре яхӑн коммунистран партсекретарьлӗх урӑх ҫын тупаймарӗҫ, ӗнтӗ вӑл управляющи патне те малтан пӗлтерсе хумасӑрах кӗре-кӗре ларать, СУ пуҫлӑхӗсемех Пятин йышӑнасса кӗтсе приемнӑйра тӑраҫҫӗ, вӑл КПСС хула комитечӗн членӗн кандидачӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Пӗлет пурӑнма, мурилесшӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ун шучӗпе, Пантиков управляющие юрамалли ытла та лайӑх май тупнӑ, пӑх-халӗ, редактор ырламасть ӑна, Михаил Григорьевич тӗрӗс калать тесе, сике-сике тӑмасть, пӗр-пӗр ыйту пӑхса тухнӑ чухне унран эсир мӗнле шухӑшлатӑр тесе ыйтмасть, куна сирӗнсӗр татса параймастпӑр тенине те илтмен — управляющи пурӗпӗр килӗштерет ӑна, эппин, тӳрех курӑнать, урӑхла май тупнӑ вӑл трест пуҫлӑхӗпе ҫывӑхланма.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ытлашширех мар-и?»

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫак вӑхӑтра Усанов шалтах тӗлӗнсе шухӑшларӗ: «Учителе — партком секретарӗн заместительне…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Управляющи ӑна ҫапла каласшӑннине сиссе, Пантиков пуҫне сулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Текех ӗнтӗ Константин Валерьяновича кулӑшла е йывӑр лару-тӑрӑва кӗртсе ан ӳкерӗр, пулӑшӑр ӑна…»

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Эсир те, Валерий Никандрович, ответ тытатӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Текех ӗнтӗ трестри парторганизацишӗн пӗр Усанов кӑна ответлӑ мар, — терӗ управляющи, редактор ҫине пӑхса.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Парткомӑн тепӗр ларӑвӗнче, Пятин сӗннипе, Пантикова секретарь заместительне суйларӗҫ, ӑна пӗтӗм трестри идеологи ӗҫне шанса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Астӑвӑр, ҫӑмӑл мар вӑл партсекретарь лавӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Вӑхӑт тупсах «Промстрой» трестӗнчи партком ӗҫӗпе те паллашӑр, парти ӗҫӗ ҫинчен вулӑр, семинарсенче ыйтӑр…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Пантиковпа (чутах «Ярусовпа» тесе хумарӗ), вӑл ҫулталӑк ытла партком ларӑвӗсене ҫӳрет, хӑш ыйтӑва мӗнлерех сӳтсе явмаллине лайӑх чухлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Ан ӳркенӗр, час-часах канашлӑр Яр…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ыйту сӳтсе явас умӗн вӑрӑм умсӑмах кирлӗ мар, — вӑл кунпа мӗн систересшӗннине Усанов чухлаймарӗ, ҫавӑнпа управляющи малалла ӑшшӑнрах ӑнлантарчӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Константин Валерьянович, производствӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ чухне ыттисене ытларах итлӗр, хӑвӑр шухӑшӑра пӗлтерме ан васкӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех