Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Парашютист аякках та мар анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Бинокльне кӑларса пӑхрӗ Хӗветӗр — парашютист пуҫӗ кӑкӑрӗ ҫине ӳкнӗ: аманнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Парашют Хӗветӗрсен еннелле ҫывхарать: ҫил кунталла вӗрет.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ҫынни хӑтӑлчӗ! — илтӗнчӗҫ сасӑсем.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ун карҫинккинчен михӗ пек хура япала тухса ӳкрӗ, унтан шурӑ парашют уҫӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Самолет, ҫурма ункӑ туса, кӑштах айккинелле вӗҫсе кайрӗ кӑна, аэростата вут хыпса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Унччен те пулмарӗ, вӑрман ҫийӗн пӗчӗк самолет вӗҫсе тухрӗ те аэростат ҫумӗнчен ҫунаттипе сӗртӗнсе пекех иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

«Корректировщик…» — шухӑшласа илчӗ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кӑвак кӳлӗри мӑйне ҫунатти хушшине чикнӗ акӑш тейӗн ӑна.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӑрман ҫийӗнче, ҫӳлте-ҫӳлте, аэростат шап-шуррӑн ҫӗкленсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Темле хӑватлӑ вӑй, ҫӗр ҫитмӗл ҫичӗ аслатие пӗр ҫӗре пуҫтарнӑн, ҫӗре, пӗлӗтсене кисрентерсе силлет.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӑрман хыҫӗнчен пуҫласа таҫти-таҫти умри инҫет хушши вутлӑ, тӗтӗмлӗ кӗрлевпе тулса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Артподготовка пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пуҫ ҫийӗн хӗрлӗ вутпуҫҫи пек хӗрнӗ реактивлӑ снарядсем, сывлӑша ӳхӗрсе ҫурса, вӗҫе-вӗҫе иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Салтаксем котелоксенчи тутлӑ пиҫнӗ апата икшерӗн-икшерӗн ҫисе ларнӑ вӑхӑтра сасартӑк ҫӗр чӗтренсе енчен енне сулӑннӑ пек туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кашни ҫар пуҫлӑхӗ хӑй умӗнче мӗнле тӑшман тӑнипе пӗлме тӑрӑшать, унӑн вӑйне мӗнпур енчен тӗпчет, вӑйсӑр вырӑнӗсене шырать.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ахальтенех сӗтӗрмеҫҫӗ вӑрҫӑра ҫапӑҫакан тӑшмансем пӗр-пӗрин «чӗлхисене».

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Шӑп тӑнӑ ҫӗртенех е кунта, е лере ҫыннисем ҫухалма пуҫлани аслӑрах ҫар ҫыннисене шухӑшлаттарма тивӗҫлех.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

«Пирӗн разведчиксем Свирь леш енчен сӗтӗрсе тухнӑ «чӗлхе» пулмалла ку», — систерчӗ Хӗветӗре тепӗр офицер.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Унта хамӑрӑн салтаксемпе пӗрле финн салтакӗ-ши, офицерӗ-ши пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех