Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Асӑрхануллӑ пул, Веселина.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Студентсем калаҫаҫҫӗ, — ҫамрӑк ҫын хӑй еплерех пысӑк инкеке кӗрсе ӳкме пултарасси ҫинчен тӗшмӗртме те пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ӑҫтан илтрӗн ку хыпара? — шикленсе ӳкрӗ ӑсчах.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче консультацинче, иккӗшӗ ҫеҫ юлсан, практикантка унран кӗҫех вӑрҫӑ пуҫланать тени тӗрӗс-и тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн пытармалли пур, ҫак кӑвак куҫлӑ, сарӑ ҫивӗтсемлӗ ҫамрӑк хӗрарӑм утмӑл сакӑр ҫулти Рухлядева тӳрех килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗнесемпе пӑрусен, сурӑхсен чирӗсем ял хӗрарӑмне питӗ интереслентереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Лашасен тӗп тухтӑрӗпе», ветеринари терапийӗн кафедрин заведующийӗпе Николай Петровичпа, Вятка кӗпӗрнинчи ялта ҫуралса ӳснӗскерпе, вӑл пӗр чӗлхе тупнӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шухӑшларӗ-шухӑшларӗ те Рухлядев профессортан тӗплӗнрех ыйтса пӗлме шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унта ӑна амантма та, вӗлерме те пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюша вӑрҫа илсе каясран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Дояркӑра ӗҫленӗ ҫамрӑк хӗрарӑм вара виҫӗ каҫ ҫывӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӗсем урӑх чӗнмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Тӗрӗсрех каласан — Германипе, — пӑшӑлтатса хӑратрӗ Равиля.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Европӑпа.

— Кампа? — шанасси килмерӗ пӗрремӗш курсра вӗренекенӗн.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр хыпар вара ӑна чутах ураран ӳкермерӗ: Урманова каланӑ тӑрӑх, Мускав ак-ак «пысӑк вӑрҫӑ» пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле кун пирки хӑй те тӗшмӗртетчӗ-ха, анчах та ӑслӑ, «вӗреннӗ» ҫынран ҫакӑн пирки пуҫласа илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр пӳлӗмре пурӑнакан, аслӑ курсра вӗренекен Равиля Урманова, дипломат хӗрӗ, вӑрттӑн каланӑ тӑрӑх, «колхоз вӑл ырӑ япала мар иккен, унта хресченсене выльӑха хӑвса хупнӑ пек, ирӗксӗр кӗртнӗ».

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сталин хӑй ҫырнӑ текен «ВКП(б) кӗске курсӗпе» (ӑҫтан кӑна веҫех ӗлкерет-ши тесе шутласа илчӗ студентка) социализмла политэкономисӗр пуҫне ахаль халӑх пӗлме пултарайман тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен илтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун умне тӗнче пачах уҫӑлса тухса тӑчӗ, ҫакӑн пирки вӑл халиччен тӗлӗкре те тӗлленме пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех