Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Юлашкинчен Калюков, чӑнах та, пӗрер ҫуллӑха Чӑваш ҫӗршывнех таврӑнмашкӑн, Ҫӗпӗрте пурӑнмалӑх мул ҫителӗклӗ пухмашкӑн шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль те киле ҫитсе курассишӗн хӗмленекен чуншӑн ҫунакан кӑвайт ҫине краҫҫын сапса тӑнӑ пекех пулчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах та Микула ҫакнашкал сӗнӳсем ҫине-ҫинех пачӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нумай пупленӗшӗн ан ҫиллен, хӑвалать ку тесе те ан шутла, хӑвӑнне ху пӗл…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, йорь.

Туятӑп, ман патра ӗҫлесе пурӑнмалли ҫын мар эсӗ, чӑн-чӑн ӑмӑрткайӑк!

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

А мӗн сана, пӗрре ҫылӑха кӗнӗскере, ҫавах мар-им?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытах лере токумӗнт тупаймасан, вӑл та кунта хӑех ҫырӑнӗ…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Укҫа кӗсъе тулли-тӗк, ҫӗнӗ ҫӗрте ырӑ пурнӑҫ хӑех йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Укҫа чул кастарать, ху пӗлен.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тулӗк пушӑ алӑпа мар, токумӗнт тата мул тупса килмелле.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑт, пӑхатӑп та сана шухӑшлатӑп: енчен чӑвашра пурӑнма май килмесен, чӑнах та, Ҫӗпӗрех куҫмалла сан.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чухлатӑн-и, каллех мул, пуянлӑх пуҫпулать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпир киле таврӑнас самант та ҫитӗ-и, тен.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, кӗҫех пурнӑҫ улшӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пульшивиксем вӗсемсӗр нимӗн те тӑвайрас ҫуккине тинех ӑнланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Турра шӗкӗр, каллех хуҫасем вӑй илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нэп текенни сарӑлса пырать теҫҫӗ Раҫҫейре.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпир кунта шуйттан шӑтӑкӗнчех пурӑнатпӑр та-ха, хыпарсем пирӗн пата та ҫиткелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Итле, Антун, — терӗ вӑл пӗррехинче, — вӑхӑт тӗрӗс ҫул ҫине кӑларать пулас пире.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех