Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Часах вӗсем лашасене кӗртсе тӑратрӗҫ, ҫапах, витӗр шӑнса ӗнтӗркенине пӑхмасӑр, пӳрте тӳрех кӗмерӗҫ, пирвай утсене шӑварчӗҫ, Калюков хушнипе туянса хунӑ сӗлле кӗлетрен илсе тухса пачӗҫ, вара тин ҫенӗк патнелле иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кирлӗ пулӗ тесе, вӑл укҫа парсах Машука темиҫе лаша хупмалӑх вите тутарттарнӑччӗ, унта картиш енчен те, пахча енчен те кӗмелле алӑк кастарттарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗркунне нумай вӗсем ку тӑрӑхра.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӑрманта хӑварсан, кашкӑрсем тытса ҫурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эппин, лашасене ҫавӑтсах каяр, — хушрӗ Калюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Йӗркеллех унта, Машук килӗнче пӗчченех, — пӗлтерчӗ вӑл витӗрех йӗпеннипе тӑр-тӑр-тӑр чӗтресе.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫур сехет ытларахран Жумба каялла персе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, ялӑн тепӗр пуҫӗнчех вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Таҫта анчӑк пӗр-иккӗ хамлатса илчӗ те-ха, анчах сассинчен вӑл никама та сисменни, сых енне кӑна шавлани палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялта шӑпах.

Тепӗр тесен, йӑпшӑнмасан та юратчӗ: тӗттӗм ӗнтӗ, ҫитменнине, ҫумӑр ҫаплипех чашлаттарса ҫӑвать, йӗри-тавра пин-пин ҫипрен тӑракан чаршав карса хунӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ ӑҫта каймаллине, мӗн пӑхмаллине ыйтса тӑмарӗ — вӗҫӗпе вӑрмана тӑрӑнсах выртакан пахчана кӗрсе, карта ҫумӗпе йӑпшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Жумба, кайса пӑх-ха, мӗнле унта? — хушрӗ Калюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюковпа тусӗсем пулчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сас-чӳ кӑлармасӑр ут ҫинчен анчӗҫ, вӑрман хӗрринелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав каҫах Утар ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрмана юланутҫӑсен ушкӑнӗ пырса кӗчӗ, пысӑках мар уҫланка ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин хурахсен эшкерӗпе явӑҫма пултарни, ӑна пулӑшса тӑракан ҫыннӑн ҫывӑхрах пулмалли кӑна мар, Калюков эшкерӗ, кӗрхи ҫанталӑка кура пӗчӗкрех йышпа ҫӳрет пулин те, яланхи пекех вӑйлӑ иртӗхни васкатрӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин пурпӗр лашине май килнӗ таран хӑваларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑмлӑ ҫӗрте пылчӑк тӑрантас кустӑрми ҫине явӑнса хӑпарать, чаркӑчласа пырать, тӑмлӑ ҫӗртен тухсан вара тӑрантасӗ, хура шӗвӗ пылчӑкра унталла-кунталла шукаласа, кӗҫ-вӗҫ тӳнессипе хӑратать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӗвелсе кайнӑ хура пӗлӗт пӗтӗм тӳпене хупласа хунӑ та хӗвел хӑш тӗлтине пӗлме ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех