Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Токумӗнт таврашӗ пирки нимӗн калаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳртенрех ҫӳремешкӗн ҫул ҫук… — ыррах шантармарӗ ватӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чи ҫывӑх хула, Енисейпе кайсан, икҫӗр сакӑрвунӑ ҫухрӑмра.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑҫта кайса сутас ман халь сӗт-ҫӑва, аш-пӑша?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫо-ок, пуяймӑн кунта.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пуян тетне?

Эпӗ, авӑ, ӗлӗкхи йӑлапа, икӗ ӗне, виҫӗ пӑру, ытти вак выльӑх тытатӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тулӗк мӗн усси.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрман кас, утӑ ҫул, тырӑ ӳстер…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла калаҫҫӗ пирӗнпе кӳршӗллӗ вырӑссем.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ӗҫӗ кунта шырамасӑрах — сӑвалиҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кайран ҫемьене илсе килӗттӗм, — кӗскен ӑнлантарчӗ Антун.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан хуҫалӑх йӗркелесе ярасчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну… манӑн пирвай ӗҫ тупасчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫапах ӑнланмасп-ха: мӗнпе пулӑшайӑп эп сана, ырӑ ҫыннӑм?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ӑхӑ, апла иккен, — терӗ юлашкинчен, ҫырӑва шухӑшлӑн хуҫлатнӑ май.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Йорь, ирт тӗпеле, — терӗ те куҫне хушӑран хушӑ хӑна енне вӗлтлеттере-вӗлтлеттере, ывӑлӗ ҫырнӑ хута вуласа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюкова хӑй патне ывӑлӗ Мӗтри ҫул кӑтартса янине пӗлсен, Волков пит пуплешсе тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӑпах ҫак ватӑ ҫын хӑйне кирлӗ иккенни пирки халӗ ӗнтӗ Калюков пӗртте иккӗленмерӗ: тимлесех пӑхмасан та, вӑл сӑнран Канашри хӑна ҫурчӗн хуҫипе пӗрешкелли курӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫулне кура, старикӗн ҫанҫурӑмӗ кӑштах усӑннӑ, ҫапах вӑй чылай пулас-ха унӑн, кӑкӑр, хул сенкерлисем кӗпене самаях мӑкӑрӑлтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех