Çĕннисем
Тамара аллине лас сулчӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Экстра ачасем ҫывӑрма пымаҫҫӗ те.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пысӑк ӗҫсем кӗтеҫҫӗ пире лере, тен, эрни-эрнипех ҫывӑрма тивмӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Иваҫпа пӗрле Санька Веҫолӑй та пырать.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Курӑн ак.

Иваҫ пырса ҫитсен, йӑлтах пулать.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Мӗн, тӗрӗс мар-и тата, йӗтрит-вӗтрит, лере ҫуртсем хатӗр, анчах ӑшӑ кӗртсе ҫитермен, трубисемпе батарейисене вырнаҫтарман.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Миҫе астутарман пуль сана, анне, Иваҫа ӑна пӗртте мухтама юрамасть, — шӳтлесерех пӳлчӗ Тамара, — пӗр сӑмах кӑна кала ыррине, мухтаса каять вара хӑйне — ниҫта чарма ҫук.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗн тӑвӑн, комиссар хӑй килчӗ вӗт мана илме.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Кунтан ярасшӑн мар, лерен Суровцев телеграмма хыҫҫӑн телеграмма ҫаптарать: «Халех парӑр Ивашова — и все!»
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Тӗрӗс шутлатӑн эс, Элис анне, кунта та, лере те кирлӗ эп, йӗтрит-вӗтрит! — енчен енне мӑнаҫлӑн пӑхкаларӗ Иваҫ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Эй, Мила та ҫапла каларӗ-няк, пӗчӗк хула терӗ-няк, — кӑмӑллӑн калаҫрӗ Элис анне, — эй, терӗм хайхи, ҫак пирӗн Иваҫ ытла пур ҫӗрте кирлӗ-ҫке, ачине тур сывлӑх патӑрах терӗм вара.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Апла та йӑнӑш мар, аппа, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Баринов, — ӑна микрохула е пӗчӗк хула тесен те юрать.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Эй, ҫырлахсам тур, Мила та ҫаплах каларӗ-няк, пуҫа «хула» кӗрсе юлнӑ та…
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Хула мар, Элис анне, микрорайон тетпӗр ӑна, «Чувашия» микрорайон.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Милӑпа калаҫса лартӑмӑр, вӑл каларӗ, лере Иваҫсӑр май килмест терӗ, унта Чӑвашран пы-ы-ысӑк телекаци каймалла, телекаци ҫитнӗ тӗле Чӑваш ятлӑ хулана туса пӗтермелле терӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Кам каларӗ, Элис анне?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Эс халех Тахӗстана Тылыма каян теҫ, тур сыхлатӑрах, ачам, — терӗ хӗрарӑм кӑштахран.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗн тӑвӑн, хӑй туйӑмне нимрен мала хураканскер, пӗрмай чунӗ выҫҫине асра тытаканскер, нумай япалана ӑнланаймасть-асӑрхаймасть ҫав Рена.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫапла, ҫак хӗрарӑм пурнӑҫӗпе ӗҫӗ, асапӗпе тӳсни-курни ҫинчен Рена Георгиевна Акимова пачах шухӑшлама пӗлмерӗ, унсӑрӑн Элис анне ытла ватах маррине, ӑшӑ пит-куҫлине, чун илемӗ кашни хусканура-сӑмахра тапса тӑнине асӑрхатчех-тӗр вӑл.