Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Патша Чулхулана килни те ҫав хӗвел пӑхнӑ пекех — ҫынсен чӗрисенче ырӑ туйӑм ҫуралать…

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Павӑл императора хисеплесе хайланӑ мухтав юрринче вӑл арлӑ-арӑмлӑ хутшӑнусене поэтика мехелӗ тӑвать: нумай хушӑ ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн хӗвел ӑшӑтса пӑхать, ҫав ӑшӑпа курӑк-йывӑҫ ихет.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Этнограф, фольклорист, очеркист Рожанский одӑсем ҫырать, очерксем хайлать, вырӑссен кӗске те витӗмлӗ миниатюрисене чӑвашла куҫарать.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫав тапхӑртах Е. Рожанский пултарулӑхӗ чӗрӗлсе каять.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Вӗсене пирвайхи ӑстаҫӑсем чиркӳ ҫыннисене, унта ӗҫлекен тӗрлӗ чинсене, майра патшана, I-мӗш Павӑл императора халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

ХVIII ӗмӗр вӗҫӗпе ХIХ ӗмӗр чиккинче темиҫе ода ҫырӑнса юлать.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ун профессиллӗ жанрӗсем чӑмӑртанаҫҫӗ: миниатюра, халап, ода, сӑвӑ, мухтав юрри, ӳкӗт, ӳкӗнӳ т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Вӑхӑчӗпе публицист сӑмахӗ хут ҫине ӳкет.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кунта та произведенири тӗп герой — сӑмахах.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӗрлӗ йышши преданисем, историллӗ юрӑсем («Уксак Тимӗр Пӳлере илни», «Иоанн Грознӑй патша Хусана тутарсенчен тытса илни ҫинчен» т. ыт. те) те ҫав енченех вӑйтанҫи пулнӑ, халӑхра, ҫамрӑк ҫынра историллӗ тавра пӗлӳ, тавра туйӑм ҫуратасшӑн пулнӑ вӗсене калакан ватӑ халапҫӑсем.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Каласа паракан ватӑ пурпӗр вӗсенчи шухӑша, ун ытарлӑхне, витерӳлӗхӗпе ӗнентерӳлӗхне хисепе хурарах панӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ку халап-шӳтсенче, пулмӑш-вӗрентмӗшсенче те геройсем, персонажсем сӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кашниех ку жанрсенчен ҫамрӑка ӑс парас, ӗмӗрхи йӑлана хӑнӑхтарас, кунҫул йӗркине тӗшмӗртме вӗрентес, пин-пин ҫул тарӑнӑшӗнчен килекен кӑмӑл-сипете чыслӑн упрас, халӑхӑн философиллӗ, эстетикӑллӑ шухӑшне аталантарас тӗллевлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ӗлӗк-авал мӗн пулни-иртни ҫинчен каласа пани (бывальщинӑсем), ӑса вӗрентме ҫавӑрнӑ халапсем, анекдотсем, шӳтсем, этем усал-тӗселпе тӗл пулнине сӑнлакан пулмӑшсем (быличкӑсем) чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче виҫесӗр нумай.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тымарӗсем ун фольклортах паркаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ку тӗлӗшрен пӗр Тӑхти кӑна пултарман, унпа пӗр шутлӑн утакан ҫыравҫӑсен йышӗ питӗ пысӑк — Ҫ. Элкер, А. Емельянов, Л. Таллеров, В. Алентей, В. Петров, Н. Максимов, И. Вутлан, А. Волков, Б. Чиндыков, А. Тарасов т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Анчах кунта пуҫарнӑ шухӑша тивӗҫлипе тӑрлама вӑйтанҫи, чух публицистика ӑстисем ҫинчен те каламаллах.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Пирӗн прозӑн мӗн пӗрремӗш утӑмӗсенченех ку ҫул-йӗрсем чи паха, чи кӑмӑллӑ мехел шутланнӑ чӑваш ҫыравҫисемшӗн.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кӗнекере ҫавӑнпах психологиллӗ, философиллӗ, пӑтӑрмахлӑ, авантюрлӑ туртӑмсене тӗшӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ку е вӑл литературӑн сӑнарлӑ тӗнчи, уйрӑм ҫыравҫӑсен пултарулӑх философийӗпе психологийӗ, паллах, наци культурин поэтикипе тӳреммӗнех ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех