Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Темиҫе кун каялла кӑна-ха каччӑ Эрнепи куҫӗ умӗнчех пӗр кӑрӑпчака вӗҫсе пынӑ ҫӗртех персе ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн юмӑҫ тухатнӑ ухӑ пур имӗш, ҫав ухӑ пенӗ япалана тивертменни нихҫан та пулман тет.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Илтмен мар Эрнепи, темиҫе хутчен те илтнӗ: упана тӗл пулсассӑн вӑл пӗр-пӗччен ҫапӑҫӑва кӗрет теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав мӗшӗлти Ахтупая ялта чаплӑ сунарҫӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ан юлсам эсӗ унран, йӑмӑкӑм, ан юлсам. Пӑртак ҫеҫ йӳрӗкрех пул».

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепин кӑвак куҫӗсем чарӑлнӑ, пиҫнӗ палан пек хӗрлӗ тути кулать.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑм-шак вӗриленсе, ҫӑмӑлланса каннӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗр ача туять: кӑкӑрта, тӑнлавра, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмра темле шав кӗрлесе тӑрать, — вӑл кӗрхи вӑрман шавӗ пек хӑватлӑ, утма та, таврари сас-чӗвве те кансӗрлет.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй утӑм тумассерен ура айне пӑхать — пӗр-пӗр тип шанкӑ ҫине пусса сасӑ тӑвас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл, чӑтлӑхра хӑйне валли икӗ аллипе те ҫул уҫса пырса тата пуҫ ҫинчен ялан сирӗлме пӑхакан тутӑрне вӗҫӗмсӗр тӳрлетсе малаллах талпӑнать.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫук, Эрнепи ӑна ҫухатмастех.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темшӗн ӑна халь ҫак сӗм вӑрманта куҫран вӗҫерӗнес пулсассӑн, Ахтупай — ун ӗмӗчӗпе пурнӑҫӗ — таҫта кайса кӗрессӗн, Эрнепишӗн ӗмӗрлӗхех ҫухалассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл урисене путлӑхран туртса кӑларать те лӑстӑр-лӑстӑр силлет, куҫӗсемпе вара каллех хӑйӗн умӗнче пыракан ҫынна шырама пикенет.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эппин, часрах тух та вӑл хӑрушӑ вырӑнтан малалла ут».

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Урусем пакӑлчак таран путлӑха анса кайрӗҫ-и?

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ан юлсам эс унран, тӑванӑм, ан юлсам, пӑртак ҫеҫ йӳрӗкрех пул, — хистет хӑйне хӑй Эрнепи.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла Иштерек ывӑлӗ Ахтупай мӑрса хуралӗнче тӗкӗрҫӗ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл сӑхман арки ҫине Тукай лаши сирпӗтсе хӑварнӑ пылчӑка турпаспа хырса тӑкрӗ те ҫу чӳлмекне йӑтса килнелле лӑкӑштатрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иштерек Тукай курӑнми пулсан тин пуҫне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайна тепӗр уйӑхран ман патӑмра тесе шутла..

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех