Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Психологизмлӑ ӳкерсе панӑ геройӑн чун аталанӑвӗ публицистика тӗллевӗсенчен пӑрса ярасса пӗлет, чун тӑрӑмне общество тӑрӑмӗпе, эпохӑн этика тӑрӑмӗпе шайлаштармаллине маларах картать.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Публицистикӑллӑ прозӑра тӗрлӗ енсем пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑмаллине пысӑка хурать Емельянов.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Вӗлтӗрккелӗхе курнӑ вулакан чун тарӑнӑшӗ ҫинчен хӑех шухӑшлама тытӑнать, чӗре умӗнчи яваплӑх пирки шута каять.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ку тата публициста кирлӗ те мар.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫав чунӑн аталанӑвне, герой ку е вӑл еннелле улшӑнса пынине кӑтартсах кӑтартмасть писатель.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Василий Григорьевич купӑс каласа, ял тӑрӑх «артиса тухса» мыскарасем кӑтартса ҫӳрени ӗҫкӗҫ этемӗн пушӑ чунне уҫса парать.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кӑмпари Модестӑн шухӑш еккинче, кӑмӑл тайлӑмӗнче чыссӑрлӑхпа чыслӑх шайлашни кӗретленет.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫапах та кунашкал описанисенчен, детальсен тӑтӑшӗнчен вулакан ӑшне кӑмӑл-сипет ҫинчен каланин сӗтекӗ ҫеҫ кӗрет.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Хӑйсенчен хӑпма памаҫҫӗ Модеста ашшӗ юррисем, урамра пырса кӗреҫҫӗ ун хӑлхине («На чужие свадьбы Приглашали нас»), пӳртре ларнӑ чух ҫенӗкрен илтӗнеҫҫӗ («Мы с тобой на пару Пели для девчат»), ашшӗн хӑй ӗҫме пӗлнипе мухтанас та килнине систереҫҫӗ («…саккун ӗҫме чарать. Независимый Мухтанкин Ҫаплипех ӗҫке ярать»).

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Текст тӑршшӗнче куна Емельянов урӑх детальсемпе кӑтартса пырать.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Хайхискер, эрех кӗленчи ӑшне путнӑ ваттӑн вӗлтӗрккелӗхӗ уҫҫӑнрах курӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Модестӑн ашшӗ купӑс каланӑ чухне хӑйне мӗнле тыткаланӑ пирки те пусӑмласах каланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Авӑ: кӑмпа пуҫтаракан Модест вӑрманта мӗн туйӑм-сисӗмпе ҫӳренине питӗ тӗплӗн кӑтартать писатель, уҫланкӑри тӗрлӗ сӑнсене тӗрлӗ енлӗн сӑнласа парать.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Геройӗсем, событисем, эпизодсем хушма пӗлтерӗш туянаҫҫӗ, текстра иккӗмӗшле пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Идейӑллӑ сӗткенне, ихсе кайма кирлӗ тутлӑха пӗр-пӗр тӑрӑма сӑнлакан йӑла ҫырӑвӗнчен (нравописанирен), кама е мӗне те пулин ҫырса кӑтартнинчен (описанирен) илет вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ытарлӑхӑн сӑнарлӑ тӗшши ирӗклӗн сӑмсаланса пырать хайлавра.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӗрлӗ событисен юхӑмӗ мар, уйрӑм ҫын шӑпи те мар, обществӑн тӑрӑмне кӑтартакан сӑмах ларать тӗп герой картне.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫакна шак хурса тӗпчекен калавҫӑ-авторӑн кӑмӑл-туйӑмӗ хӑйне майлӑ йӗркене хывӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫавӑнпа повеҫре обществӑн социаллӑ, этемӗн психологиллӗ, уйрӑм тапхӑрӑн этикӑллӑ тӑрӑмӗ тӗпе килет.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Аллегориллӗ амалантарнӑ сӑмахра тӗрлӗ сӑн ӳтленет, тӗрлӗ проблема хускалать: ҫемьен арканнӑ (ашшӗпе амӑшӗн хутшӑнӑвӗсем) е арканас (Модестпа арӑмӗн ҫыхӑнӑвӗсем) йӑли, ялӑн ырӑ (Модестӑн тантӑшӗ ун амӑшне хаваспах, пӗр: пайтасӑр пулӑшма хапӑллани) тата пӑсӑк (ӗҫкӗ, ашшӗ кил ӗҫӗнчен вуҫех писни) йӗркисем, завод-фабрикӑра ӗҫлекенсем вӑрра ярӑнни т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех