Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Урамра тӗл пулсан вӗсем пӗр-пӗрне асӑрхаман пек шарламасӑр, пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑр иртсе каяҫҫӗ, унтан, малтанах калаҫса татӑлнӑ пек, иккӗшӗ те пӗр вӑхӑтра каялла ҫаврӑнаҫҫӗ те хыттӑн лач! сураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: Сахвине урам урлӑ ларакан, ялан куҫа курӑнса тӑракан чалӑш пӳртри Ятламаспа амӑшне кунӗн-ҫӗрӗн ылханать, Ятламасӗ вара хӑйне хирӗҫ чалӑш пӳртри катӑк шӑллӑ карчӑкпа унӑн чӗмсӗр упӑшкине кашни утӑмра тӗнчери чи усал та киревсӗр сӑмахсемпе асӑнать.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑшӗ йӑнӑшнӑ-ши вӗсенчен чи малтан — Сахвинепе Исампай кӳршӗре кам пурӑннине шута илмесӗр пӳрт лартнӑ-ши е Ятламас маншӑн кӳршӗре кам пурӑнни пурпӗрех тесе килсе вырнаҫнӑ-ши кунта, — ӑна калама питӗ хӗн.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламаса турӑ темле ҫылӑхшӑн юмӑҫпа тӗлме-тӗл пурӑнмалла тунӑ вара, кӑна ял ҫыннисенчен никам та пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӳршӗсен камӑн та пулсан тӑвар пӗтнӗ-и, кама та пулин такана е ала кирлӗ-и, вӑл ял леш вӗҫне чупать, ҫитмен кил хӑвармасть, ҫапах та вӗлерсен те юмӑҫ патне кӗмест.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах — тӗлӗнмелле! — Сахвинепе Исампай пурнӑҫне, вӗсен пурлӑхне ялта пӗр ҫын та ӑмсанмасть.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тыррине авӑртнӑ, кӗрпине ҫуртарнӑ, пирне те тӗртнӗ — пурте янтӑ, пӗтӗмпе хӑй тӗллӗнех килет.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине карчӑкпа ун упӑшки, ӗҫке ернӗ Исампай, вӑрман хӑртмаҫҫӗ, ҫӗр тытмаҫҫӗ, тыр-пул акса тумаҫҫӗ, вутӑ хатӗрлемеҫҫӗ, килте выльӑх-чӗрлӗх тытмаҫҫӗ, хурт-хӑмӑр усрамаҫҫӗ, апла пулин те вӗсен ҫу та, пыл та, тыррипе вутти-шанки те, сӑрипе эрехӗ те ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Енчен ҫынна инкек хӑваласа килнӗ пулсассӑн, паллах, вӑл пушӑ алпа пыма пултараймасть, мӗншӗн тесен кирек мӗнле киремете те парнепе чӳк тумалла, мӗншӗн тесен, Сахвине сӑмахӗсемпе каласан, пӳлӗхҫӗ хытӑ ҫынсене юратмасть, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫармасть, турӑ вӑл ҫынсене вӗсен кӑмӑлне кура, тараватлӑхне кура ырлӑх ярса парать.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине килне ҫын ирӗксӗр пырать — юмӑҫ пӑхтарма.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун тӗпсакайӗнче, нӳхрепӗнче, кӗлетӗнче миҫе чӗрес пыл, миҫе чӳлмек ҫу ларнине никам та пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫын пырсан нихҫан та сӗтел ҫине ӗҫме-ҫиме кӑларса лартса курман, хӗрхенсе ку таранччен никама та пӗр татӑк ҫӑкӑр паман, хӑй вара ӗмӗрӗпех ҫын патӗнче ӗҫсе ҫинӗ, ӗмӗрех ҫынран тем те пӗр илнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине ҫӑткӑн, кӑптӑрмӑш, ҫынсем ҫинчен ялан усаллине ҫеҫ калаҫакан юнсӗс этем; вӑл, ӑтӑр пек, хӑйӗн кил-ҫуртне вӗҫӗмсӗр пурлӑх йӑтать, ҫапах та ун ҫӑварӗнчен нихҫан та «манӑн ҫавӑ пур, эпӗ ӗнтӗ текех ҫавӑншӑн хуйхӑрмастӑп» текен сӑмах тухман, — унӑн яланах нимӗн те ҫук, ӑна яланах темскер ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳрчӗсем пӗр евӗр пулсан та пурӑнасса вӗсенче пачах та расна кӑмӑллӑ, расна шӑпаллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла, ӑнсӑртран тӗл пулнӑ икӗ пӗлӗш ҫын пӗр-пӗрне аякран пуҫ тайса сӑнаса тӑнӑ пек, хӑйсен курӑмсӑрлӑхӗнчен хӑйсем тӗлӗнсе пӑхса лараҫҫӗ ку ҫуртсем.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсене иртсе кайнӑ чухне суккӑр ҫын та асӑрхамалла: пӗри (Сахвине юмӑҫ карчӑкӑн), тул енчен сарӑ тӑмпа сӗрнӗскер, ҫи виттийӗпе пӗр еннелле тайӑлнӑ, тепри (авланма манса кайнӑ каччӑн, Ятламасӑн), шурӑ тӑмпа шӑлнӑскер, ҫи виттийӗпе тепӗр еннелле тайӑлнӑ; пӗрне ытлашши чалӑшнӑран йӑвансах ан кайтӑр тесе сылтӑмран турачӗсене те чипер иртсе пӗтереймен юпапа тӗреленӗ, тепӗрне, шурӑ тӑмпа шуратнӑскерне, сулахай енчен темиҫе вӗрлӗкпе тӗреклетнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку мунча пек пӳртсем шӑп кӑна ял варринче, такам юриех ҫынсене култарма ҫапла вырнаҫтарнӑ пек, хире-хирӗҫ лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Килчӗ те — хӑйӗн тусне тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак аякри крепоҫре пулса курчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халиччен килсе курманччӗ вӑл кунта.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех