Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Пӗррехинче, шӑп кӑна сӗрен пуҫланас умӗн, Тукай Ахтупая ытти тӗкӗрҫӗсемпе ухӑ пӗкечисем авнӑ Ҫӗртен чӗнсе илчӗ те хӑйӗн чи лайӑх учӗсем тӑракан витене илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах хальхинче те ӗмӗтленнӗ ӗмӗт ҫитмерӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй те ҫапла сӗмленетчӗ Ахтупай, сӗрен умӗн каҫсерен урамра пухӑнса тӑнӑ чух е ял тулашӗнче пӗр-пӗр ҫерем ҫинче тантӑшӗсемпе, вӑйлӑрах шутланаканскерсемпе, тытӑҫа-тытӑҫа пӑхатчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна пурте ҫитӗннӗ каччӑ тесе шутлатчӗҫ ӗнтӗ, Юмансарта вӑл кӑҫал пӗрремӗш парнене никама та парас ҫук тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай кӑҫалхи ака туйне пӗтӗм чунтан ҫуйкӑнланса кӗтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Таврари кӑҫал качча кайнӑ е ҫураҫса хунӑ мӗн пур хӗрсенчен пухнӑ тата хӑш-пӗрисем хушса панӑ парнесене илессишӗн ҫынсем чӑм шыва ӳксе кӗрешрӗҫ, лаша пуррисем — хӑйсен лашипе, лаша ҫуккисем ҫын лашипе ут ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутар курбан-байрамӗ те, чӑваш сӗренӗ те икӗ куна пынӑ чаплӑ сапантуйпа (ака туйпа) вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чи лайӑх тумтир тӑхӑнса хӑнаран хӑнана ҫӳрерӗҫ, пӗр-пӗрне тутлӑ шерпетпе те сим-пылпа сӑйларӗҫ, юрӑпа та ташӑпа киленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе кун хушши алла нимле ӗҫ те тытмарӗҫ ытти чухне нихҫан ахаль ларман хӗрсемпе каччӑсем, стариксемпе карчӑксем.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫурхи чи хитре те илӗртӳллӗ кунсенче тутарсем яланхи йӑлипе курбан-байрам, чӑвашсем сӗрен ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хирте ав урапа иртмессерен тусан мӑкӑрланать, кунта вара лавпа килсе кӗресси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫулсем те час типмеҫҫӗ вӑрманта.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫуллахи чӑн-чӑн шӑрӑх кунсем ҫитиччен сыхлать вӑл хӗл сиввине упа варӗсемпе кашкӑр ҫырмисенче.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пур ҫӗрте те курӑк ешерсе тухнӑ ӗнтӗ, ҫынсем ака-суха туса пӗтернӗ — вӑрманти ҫырмасенче ҫав-ҫавах юр выртать.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑсӑласса та ҫуркунне ку таврари ҫӗр-шывра нумая тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку вӑхӑтра ӑна чӑтлӑхра пуҫтахланса ҫӳреме никам та кансӗрлемест: сунарҫӑсем халь пурте тенӗ пекех хирте, ака-суха ӗҫӗнче, хӗрарӑмсемпе ачасем вӑрмана шала кӗмеҫҫӗ, вӗсене кирлӗ сертепе пултран тата тӗрлӗ кӗпҫе ҫывӑхра та тем чухлех.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурне те тӗрӗслет вӑрман хуҫи — шӑршлать, чӗлхипе ҫуласа пӑхать, ӑҫта та пулин вӗлле пекки тупсан ҫӳлелле кармашать, хуртсем пыл тултарнӑ янкарлӑ йывӑҫа йӑвантарма хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юнашарах тата нумай пулмасть шӑтӑкран тухнӑ упа пӗтӗм вӑрмана тустарса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата кӑшт вӑхӑт иртет — вӑрман йӑва ҫавӑрса чӗпӗ кӑларакан кайӑксен сассипе, ҫӗнӗ пыл пухма тухнӑ хурт-хӑмӑр кӗрленипе тулса ларать.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унччен те пулмасть — ҫӗмӗртпе палан чӗнтӗрлӗ кӗпе тӑхӑнаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен тумне хывнӑ ҫӗре хурӑн ҫырли аврисем шап-шур ҫеҫкене лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех