Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Пӗркунсенче кӗпе ҫӗлесе панӑ Анна, тепӗр урамра пурӑнаканскер, хваттерти учитель пирки сӑмах майӑн каларӗ хучӗ: тем, унашкал хӳхӗмскерех ниҫта каймасӑрах пурӑнмасть пуль, арҫын шухӑшӗпе кайнине калатӑп эп, иртнӗ эрнере Чӗкеҫ «Ольон патӗнчи учителе астарса кӗрес ҫук — пурӑнмастӑп та» тени асран тухмасть…

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫакӑ Ольона, ӑна пирӗнпе пӗрлех лайӑх тесе, савӑнтарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Шкулти каҫсене хутшӑннине тата хушӑра-пӗрре улаха кайкаласа килнисене шута илмесен, ӑна каҫсерен килте ҫеҫ курма пулать.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Хӗрсемпе ҫӳрени сисӗнмерӗ, каҫсерен килте калаҫса-шӳтлесе ларкаларӗҫ, ытларах — вуларӗ, института кӗме хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тахӑш пухура вӑл интереслӗ доклад туни пирки калаҫкаланисене те кӑмӑллӑн итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Физкультурӑра питӗ ӑста иккен — куна Ольон йӑмӑкӗ урлӑ ҫеҫ пӗлет; купӑс лайӑх каланине, клубра питӗ килӗшӳллӗ юрланине, ӑна ялти хӗрсем ытараймасӑр пӑхса ларнине вара хӑй куҫӗпех курчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫамрӑк каччӑ хӑвӑрт ят-сум илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Валерий Никандрович апатланма килӗшменччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫавӑнпа вӑл йӑмӑкне хӑтӑрса илнӗччӗ: «Инҫерен килнӗскере ан чӑрмантар, варасӑр купаламастпӑр. Эсӗ пӳрте кӗрсе ҫӑмартапа чӑкӑт ӑшала, ҫыннин хырӑмӗ те выҫнӑ пуль».

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Утӑ типсе ҫитейменччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Нина ӑна сенӗк панӑччӗ те; «Атя, купа туса пар!» — тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫамрӑк учитель пурте кӗрсе тӑмарӗ, утӑ пухма пулӑшмалла-и тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ӑна хваттер пӑхма янине пӗлсен, хаваслансах килӗшнӗччӗ: хуть те паянах пурӑнма тытӑнтӑр, икӗ пӳлӗмрен шалтине йышӑнтӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ольон кил хушшинче утӑ типӗтетчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пӑхма учитель пек марччӗ, хӗрсем патне кайма тухнӑ ҫамрӑк каччӑ пекчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вӑл Валерий Никандрович август пуҫламӑшӗнче кунта пуҫласа килнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ольон асапне тулли уйӑх пӗлес-тӗк — хальхи пек ҫутатмастчӗ пуль, ҫамрӑк хӗрарӑмпа пӗрле йӗрсе тӗксӗмленетчӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Сехет каярах пӳртсенче хӑй ҫутрӗҫ пулин те, тулта тӗттӗм мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Лӑпкӑ, тӳлек.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ыранах каятӑп шкула, хамах кайса хам чӗлхепе калатӑп эс мӗн хӑтлан-нине!»

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех