Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Пӗчӗк Сашук сывлӑхне асӑрхасах тӑчӗ: ача Наҫтаҫ аллине пуҫласа лексенех икӗ шӑлне кӑтартса йӑл кулни Хветӳҫ аппана питӗ килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ун чух Наҫтаҫ ял тухтӑрне ларнӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Парса ярӑр мӑнукӑма — хам пӑхса пурӑнӑп», — тесен, лешсем тӳрех килӗшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Хветӳҫ аппа, ывӑлӗ патне хулана кайсан, шалтах тӗлӗнчӗ: Ҫиркипе кинӗн калаҫӑвӗпе хутшӑнӑвӗ пӗртте савнӑ мӑшӑра аса илтермерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ун чухне вӑл медучилище пӗтерменччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Наҫтаҫ вӗсен умне те тухмарӗ, ыйхӑ килет тесе выртрӗ те хӗвел ансанах — тепӗр кунне шыҫнӑ-туртӑннӑ питпе Канаша тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Хӑй авланнине те ҫур ҫултан тин пӗлтерчӗ ывӑлӗ, ку хыпара илтсен, Наҫтаҫ амӑшӗпе Ҫирки амӑшӗ ҫур ҫӗрчченех калаҫса-йӗрсе, хуйхӑрса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫирки Наҫтаҫа хытӑ юратнӑ, Наҫтаҫ ӑна ҫав тери савнӑ ҫӗртех мӗншӗн вӑл хулара пурӑннине вара Иван Макарч та уҫӑмлӑн ӑнлантараймарӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Хирлӳ ҫыннисене вӑл тӗнчери лару-тӑру ҫинчен пит интереслӗ каласа парать, купипех хаҫат-журнал илсе тӑраканскер, тем те пӗлет, кирек кама ырӑ канаш парать…

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Куна Хветӳҫ аппа мар, ялти Иван Макарч Михайкин депутат та татсах калаймасть.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Колхоз хучӗсемпе вӗренме кайнӑскер, тӑван колхоза, ҫуралнӑ Хирлӳ ялне таврӑнмаллискер, кунта килсе, вунпӗр ялти стройкӑсене ертсе пымаллискер, епле майпа Шупашкара лекрӗ Ҫирки?

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ялта пурӑнмалли ҫынччӗ Ҫирки, ялта вӑл хисеплӗ ҫын пулатчӗ, хальхи пек, тӑван урамри ҫынсемпе те темле мӑннӑн та типпӗн калаҫмалӑхах пӑсӑлмастчӗ; тӗрӗссипе, вӗренме те ӑна, вӑрҫӑра пуҫ хунӑ ашшӗне — Еккӗме сума суса, колхоз хучӗсемпе янӑччӗ, ҫавӑнпа кӗме пултарчӗ те Хусанти института.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ырӑ ӗмӗт пурччӗ Хветӳҫ аппан: пӗччен амӑшне пӑрахса, Наҫтаҫ аякка каймасть, Ҫиркие те савса-юратса ялтан кӑларса ямӗ, пурӑнӗҫ вара яла илем кӳрсе!

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ним те сиксе тухмасан, кӳршӗре Наҫтаҫ пур ҫинчех, Наҫтаҫа юратнӑ ҫӗртех ывӑлӗ урӑххине качча илес ҫук…

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Тен, пӑтрашӑнса кайса, хӑмӑт тупрӗ-и?

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Мӗскер сиксе тухрӗ ун пурнӑҫӗнче?

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

И-и, ара, ӗмӗр тӑршшӗпе Ҫиркие кӗтсе пурӑнаймӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Хӗрӗ ку пӗрре хӑть мӗн пустуй калаҫатӑр тесе хирӗҫлинччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ӗнтӗ Хирлӳре Наҫтаҫпа Гаврил юратӑвӗ ҫинчен калаҫкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Куна ял сисмесӗрех юлтӑр-и?

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех