Çĕннисем
— Ӳпкен вӑраха кайнӑ чирӗсемпе, чӗрепе юн тымарӗсен, эндокрин чирӗсемпе аптракансен, аслӑрах ӳсӗмрисен, 2 ҫула ҫитмен ачасен, ҫире пур хӗрарӑмсен хӗвел ҫинче нумай вӑхӑт пулма юрамасть.
Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Эрехе виҫине пӗлсе ӗҫмелле е пачах та ӗҫмелле мар, мӗншӗн тесен ӳсӗр ҫын хӑй вӑйлӑ пиҫсе кайнине те асӑрхами-туйми пулать.
Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Организмра шӗвек сахалланса юласран ӑна 2 литр таранччен ӗҫмелле.
Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче калориллӗ апат-ҫимӗҫрен пӑрӑнмалла, рационта сӗт юр-варӗ, ҫуллах мар аш, пахча-ҫимӗҫпе улма-ҫырла пулччӑр.
Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Юханшыв хӗррине апат хыҫҫӑн 40-60 минутран каймалла.
Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Хӗртӗннӗ вӑхӑтра сарлака шлепке, кепка тӑхӑнмалла е ҫӳхе тутӑр ҫыхмалла.
Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Кӑштах вӑхӑт хӗртӗнни сиенлӗ мар, анчах та хӗвел питтинче ӳт пиҫсе каймаллах пулни питех те сиенлӗ.
Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Хӗвел ҫутинче ҫавӑн пекех «савӑнӑҫ гормонӗ» — серотонин — пуласси ӳсет, ҫавна май хӗвеллӗ кунхине ҫыннӑн япӑх кӑмӑлӗ хӑвӑртах ҫухалать.
Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Тула облаҫӗнчи Кожурово ялӗнче ҫуралнӑ вырӑс республика промышленноҫне аталантарассишӗн, ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн чӑннипех те пысӑк тӳпе хывнӑ.
«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Ӑна хальхи пек питӗ пысӑк ӗҫ укҫи паман, патшалӑхран вӑрламан.
«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Хӗрачисене вӑл Ленинград урамӗнчи хваттерсӗр пуҫне ытти пысӑк пурлӑх нимех те парса хӑварайман.
«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Чичикин 77 ҫул тултарсан Шупашкарта вилнӗ /1994 ҫ./, ӑна кунтах пытарнӑ.
«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Пенсие кайсан ӑна Мускавра, ытти хулара хваттер пама пултарнӑ.
«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Чӑн та, Н.А.Вороновский /вырӑс/ 1968-1973 ҫулсенче «пӗрремӗш» пулнӑ чухне «иккӗмӗшне» те вырӑса /П.Чичикин/ лартнӑ.
«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
1940 ҫулсенче обкомӑн пӗрремӗш секретарьне вырӑса, каярахпа «пӗрремӗшне» чӑваша, «иккӗмӗшне» вырӑса суйлаттарнӑ.
«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
1930 ҫулсен иккӗмӗш ҫурринче НКВД партин республикӑри организацийӗн тата ӗҫ тӑвакан органӗсенче «национал-буржуазин, сепаратистсен, троцкистсен совет влаҫне хирӗҫле ушкӑнӗсене» палӑртса явап тыттарнӑ хыҫҫӑн ВКП/б/ Тӗп Комитечӗ Чӑваш АССРне ертсе пыма уйӑрса лартмалли йӗркене хӑшпӗр улшӑну кӗртнӗ.
«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Петр Чичикина ырӑпа аса илсе сӑмаха ҫапла вӗҫлес килет.
«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Завода пула Шупашкарта 150 пин ҫын хушӑннӑ.
«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
21-шер общежити тата ача сачӗ, пӗр тата икӗ пӳлӗмлӗ 3 пин хваттер, 7 вӑтам шкул, «Шупашкар», «Улӑп», «1000 мелочей», «Искорка» суту-илӳ центрӗсем, пасар, йӑла ҫурчӗ, мунча, профилактори, «Белые камни» пионер лагерӗ, «Туслӑх» хӑна ҫурчӗ, кунне 600 ҫынна йышӑнакан стационарлӑ медсанчаҫ, 2 поликлиника, ачасен медцентрӗ, 3 профтехучилище, машина тӑвакансен техникумӗ, трактор тӑвакансен культура тата «Прометей» кану ҫурчӗсем, социаллӑ пурнӑҫпа культурӑн ытти объекчӗ тунӑ, Ҫӗнӗ-кӑнтӑр районӗ ҫӗкленсе ларнӑ.
«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Заводра ӗҫлеме ҫынсем кирлӗ, вӗсем валли пурӑнмалли ҫуртсем, социаллӑ пурнӑҫпа культура объекчӗсем ӗҫе кӗртмелле тесе ҫыршыв хыснинчен укҫа ҫителӗклӗ уйӑрнӑ.