Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Йӗтес япалине ӑна «йӑпӑртлӑха кӗрсе» памаҫҫӗ, ун йӗрки пур, вечер хыҫҫӑн пырӑр.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Килтех пул, — сӗнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Шӑматкун шкулти вечер умӗн йӑпӑртлӑха кӗрсе тухӑп.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пантиков ӑнланаймарӗ: унран йӗтес тутӑрӗ илнӗ чухне апла вӑтанмалӑхах ним те пулмалла мар-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ку хутӗнче акӑ вӑтанчӗ, йӗкӗт-педагог ҫине чалт! хӗлхем сапса илсе, пуҫне усмалӑхах хӗрелсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Луизӑн йӑла пур: мӗн те пулин тума шухӑш тытсан, хайхи «мӗн те пулинӗ» еплереххине пит-куҫӗнчех асӑрхатӑн: хӗпӗртет-тӗк — палӑртнӑ ӗҫӗ ырӑ та усӑллӑ, лайӑххипе палӑрма пулӑшаканскер; тӗксӗмрех-тӗк — е иккӗленет, е шансах пӗтермест; тарӑхсан — «пурпӗр ҫиеле тухатӑп, хама кӑтартатӑпах!» тесе ҫирӗпленет…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Кунта мар, киле пырса парӑр, каҫхине хӑй ҫутсан… — терӗ вӑл, ҫийӗнчех вӑтанчӑклӑн кулса, хушса хучӗ: — йӗтес япалин хӑйӗн йӗрки пур.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Валерий юриех Луизӑна вӑлттарчӗ, кайран урок хыҫҫӑн пӑртаклӑха юлма сӗнчӗ: ҫӳҫеллӗ тутӑр пама.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Юрать-ха Пантиков, ҫакна асӑрхаманҫи пулса, сӑмаха пионер дружинипе шкул «тулашне кӑлармасть».

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ахальтен мар пуль, Пантиковпа иккӗшӗ ҫеҫ юлсан, Луиза хӑйне пач та вӗренекен пек мар, юрату туйӑмӗ вӑраннӑ хӗр пек тыткалать, ӑна та йӗкӗт вырӑнне хурса калаҫать, шӳтлекелет, мӗскер кӗтетӗн — кунта иксӗмӗр кӑна-ҫке тенӗн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Хӗрачасемпе.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тепӗр тесен, Валерий Никандрович Луизӑсен класӗнче вӗрентмест, физкультура урокӗсем 9-мӗш классенче ҫеҫ ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ку вара ырӑпа пӗтмест — пул-таруллӑ отряд вожатӑйсӑр, хора ертсе пыракансӑр тӑрса юлать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

«Педагогпа вӗренекене ун пек тупӑшма юрамасть» тесен-и, пӗлсех тӑрать, Луиза хытах кӳренӗ, хӑйне Валерий Никандрович тиркет, вырӑна хумасть теме те пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Куна Валерий умӗнче темиҫе хутчен астутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫитменнине, вӑл ӳссе ҫитнӗ, пӗве кӗнӗ хӗрех ӗнтӗ, кӗҫех вунсаккӑр тултарать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вӗренекенпех унашкал хӑтланни килӗшӳллех мар, анчах Луиза отряд вожатӑйӗнче ҫав тери тӑрӑшнине, кунпа пӗрлех пионерсен хорне ӑнӑҫлӑн ертсе пынине шута илмесӗр тӑраймӑн.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ун чухне вӑл, вуннӑмӗш класра вӗренекенскер, Валерие йӗтес туртма сӗнчӗ, вӑлтсассӑн, ӑна йӗкӗтӗн ҫӳҫеллӗ тутӑр илсе памалла, Валерий хӑй вӑлтсан вара — Луиза ун валли сӑмса тутри тӗрӗлет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Икӗ ҫул каяллахи пекех…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пӳртекӳнче тӗттӗмрех, Луиза ӑна алӑран тытрӗ, пӳрт алӑкне уҫсан тин вӗҫертрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех