Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫапах ӗҫ унашкал ырӑ чунлӑ ҫынсене те ыттисене «пӑскӑртса илтерттерет» иккен…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Пӑскӑртса» сӑмаха илтсен, Крапивин тӳсеймерӗ, йӑл! кулса ячӗ: ара, Петр Никифорович кӑмӑлӗпе пач та ҫыхӑнтарма ҫук-ҫке ӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ял халӑхӗн приговорӗ тӑрӑх нимӗнле мерӑсем те йышӑнман тесрен тата малашне тарӑшарах ӗҫлеттерес шухӑшпа милици начальникӗн ӗҫӗсене туса пыракан Демина паян ирпе вӑйлӑ пӑскӑртса илнӗ вара…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку ыйтӑва еплерех татса памаллине вӑл хӑй те пӗлмест иккен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров аллисене сарса ячӗ, пуҫне пӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Председатель ҫапла сӗнчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӗ вара эпӗ сирӗнпе Экеҫ гражданӗсен приговорӗ пирки калаҫса пӑхасшӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫӗнӗ ӗҫре ӑнӑҫлӑх кӑна сунатӑп сире, Петр Никифорович.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эсир йӑнӑшӑрсене юри туманни пирки те, халӗ Совет влаҫне чунран парӑнса ӗҫлени пирки те эпӗ пӗртте иккӗленместӗп, — лӑплантарчӗ ӑна Крапивин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахӑртнех, вӑл Крапивина халӗ хӑйӗнчен чылай аслӑрах, тен, ӑслӑрах та ҫын вырӑнне хурать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров темле айӑплӑн, аслӑ юлташӗ умӗнче тӳрре тухасшӑн пекрех калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр ҫакӑ ҫеҫ кӑштах лӑплантарать: темле йӑнӑшсем тунӑ пулсан та, эпӗ совӗҫе, чуна хирӗҫ кайман, ку е вӑл ӗҫе халӑхшӑн усӑллине чӗререн ӗненнипе, шаннипе ҫеҫ туса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, Кузюков тусӑма хӑй вӑхӑтӗнче итлеменшӗн хама ятламашкӑн, намӑслантармашкӑн манӑн сӑлтав темӗн чухлех.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ачасене йӗркеллӗ пӑхса ӳстерес терӗм-ҫке…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳррипе каласан, священник санне йышӑнмашкӑн мана хамӑн нушаллӑ пурнӑҫӑм та хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кайран тата — калама намӑс! — халӑх нушине тӗн пулӑшнипе чакармашкӑн май килессе ӗненсе пӑрахрӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӑха ҫутта кӑларсан, тӗрӗсмарлӑх хӑех пӗтет тесе чӑнласах шутлаттӑм, чӑваш халӑхӗ валли культура автономийӗ туса хумашкӑн ӗмӗтленеттӗм.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлетӗн-и, Филимон Петрович, тепӗр чухне иртнӗ пурнӑҫа тишкерме тытӑнатӑп та шалт тӗлӗнетӗп: мӗн чухлӗ йӑнӑш туса пӗтермен-ши эпӗ хам ӗмӗрте!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫӗн ывӑлӗ те икӗ ҫул каялла Хусанти университетран вӗренсе тухнӑ, халӗ Шупашкарта педагогика институтӗнче преподавательре ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Василий, Давид хыҫҫӑнхи вӑталӑх ывӑлӗ, Мускавра ҫар академийӗнчен вӗренсе тухнӑ иккен те, халӗ хӗсметре тӑрать, дивизи комиссарне ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех