Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Эппин, хурахсене кӑна мар, вӗсене ертсе пыракан е ӑс парса тӑракан ҫынсене те тупмашкӑн пулӑшмалла ӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр япалана кӑна ҫивӗч ӑнланса илчӗ вӑл: Калюкова та, ун хыҫӗнче таракан Мӗтрипе ыттисене те Крапивинӑн чи хаяр тӑшманӗсем вырӑнне хумашкӑн сӑлтав пур.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани, ӗмӗрне мӗн ҫуралнӑранпах пӗртен-пӗр Экеҫре пурӑнса ирттернӗскер, хутла ликбез йӗркипе кӑна вӗреннӗскер, Мӗтри каланинчен нумайӑшне тӗплӗн ӑнкарсах ҫитереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кайран Мӗтрипе тусӗсем сурӗҫ вӗсем ҫине…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа кирлӗ иккен халлӗхе Калюков пеккисем, халӑха пӑлхатма, Совет влаҫӗ вӑйсӑррине кӑтартма.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем вӗсене укҫа-тенкӗпе пулӑшса тӑраҫҫӗ, ҫӗршывра пӑлханусем пуҫлансан, хӑватлӑ ҫарсем яма та хатӗр-мӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав ҫынсем вӑрӑ-хурах йышшисем мар, вӗсем ҫӗршывра влаҫа улӑштарассишӗн кӗрешеҫҫӗ, ҫак тӗллевпе чикӗ леш енчи нумай вӑйлӑ патшалӑхсемпе те ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл Калюков пеккисемпе кӑна мар, ҫав тери хӑватлӑ ҫынсемпе туслӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахӑртнех, ӑна епле те пулин ҫавӑрасшӑн, е ҫирӗп шанать-ши — пӗр сӑмахпа, ҫӗнни ҫав тери нумай пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл каллех Сӑпани патнелле туртӑнчӗ, тата шӑппӑнрах ӑнлантара пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗтри куҫӗ ҫиҫсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗн, ҫав Калюк хурахӗсем улӑштарайӗҫ тетӗн-им саманана? — йӗкӗлтесерех ыйтрӗ вӑл, урине кравать хӗрринчен, Мӗтри пичӗ умӗнчен ӗнтӗ, шаларах туртса илсе.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗне пӗлтерекен япала ку?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, самана улшӑнасси, малашлӑх ҫинчен калаҫать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл калани Сӑпание кӑсӑклантара пуҫларӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани, енчен эс манпа пурӑнма килӗшсен, санӑн нихӑш енчен те ӳкӗнме тивмӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун чухне пысӑк ҫын пулӑп эпӗ!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех самана улшӑнӗ ак, ун чухне-е…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санран пытармастӑп, эпир пӗр шухӑшлӑ ҫынсем…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӳлӗмре — хӑват манӑн, Ехрем купца хӑвачӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех