Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Ну? — терӗ вара.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каччӑ ун еннн ҫаврӑнса тӑчӗ, ӑна пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таран тӗсесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Телегин Ивана пӗлетӗн-и эс? — ыйтрӗ унран тӳрех.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа ҫивӗч куҫлӑ Сӑпани хура сӑран карттус тӑхӑннӑ, сулахай аллине хӑмӑр чӑматан тытнӑ качча часах асӑрхарӗ, уҫӑ ҫӗрте калаҫас мар тесе, вӑл халӑх хушшинерех кӗрессе кӗтсе илчӗ те юнашар пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑваш ҫанталӑк улшӑнасса вӗҫен кайӑк пекех пӗлсе тӑрать ҫав, шӑп кӑнтӑрла тӗлнех ирӗлессе сиссе, пасара аяккарахри ялсенчи хресченсем тухман та, халӑх сахал кунта.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах кунашкал иккӗленӗве пуҫра тытас килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тен, эпӗ унӑн сӑмахӗсенче хама кирлӗ шухӑша ҫеҫ асӑрханӑ?»

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Енчен эпӗ Ҫӑпата Улькине йӑнӑш ӑнланнӑ пулсан? — пӗр самантра хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вунҫиччӗренпе юратнӑ Вӗлтрен Хӗлимунӗ умӗнчи ҫылӑха.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрӗссипе, паян вӑл хӑйӗн ҫылӑхне каҫарттарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани тесен, кӑмӑлӗ паян лайӑх унӑн, мӗншӗн тесен вӑл Йӗпреҫе пасара ҫитсен мӗн тумаллине уҫҫӑн пӗлсе каять.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗрхи ҫанталӑк вӑл ватӑ карчӑк кӑмӑлӗ пекех ҫав…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, паян ӑшӑтать, ӗнер кӑштах ҫунӑ юра ирӗлтерсе пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗр каҫа, чӑнах та, ҫил улшӑннӑ, пӗлӗтсене хӑваласа салатнӑ, халӗ вӑл кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнчен, утне ҫӑмӑл юртӑпа чуптаракан Сӑпание сулахай енчен вӗрет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗнер Ольга Матвеевна ҫанталӑк ӑшӑтас пирки тӗрӗсех пӑшӑрханнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр кун Сӑпани хӗвелтухӑҫӗнче кӑвак ҫутӑ палӑрсанах тӑчӗ, килти ӗҫсене вӑш-ваш кӑна туса пӗтерсе, ӑйӑрне йӗнерлерӗ, вара юланутпа Йӗпреҫе тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӑпата Улькине те пӑшӑрханма хушман, пурте йӗркеллех вӗҫленессе шантарнӑ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, Ванькка таврӑнасса кӗтеҫҫӗ пулӗ?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялти ялхуҫалӑх юлташлӑхӗн председательне суйлама хушмаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпанн вара, пачах урӑхла, ун патӗнчен тухса кайсан хӑй шухӑшӗсем пирки иккӗленме вуҫех пӑрахрӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех