Çĕннисем
Унта ҫитиччен Павлуш хӑй унпа пӗрле пьесӑсем чӑвашла куҫарма шутланине пӗлтерчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Евӑн ҫӗнӗ хваттере Некрасов урамӗнче иккен, Павлуш пурӑнакан ҫуртран кӑшт анатарах кӑна.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Юрать, ху каларӑн.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫӗне хваттере куҫнине пӗлмен вара.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Пырӑс тенӗччӗ ҫав, — терӗ Павлуш, — питӗ кирлӗ ӗҫ пирки калаҫмалла манӑн санпа.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пырса та курмастӑн ман ҫӗнӗ хваттере, — терӗ хӗр.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Хура кушак каҫмарӗ пулӗ-ҫке эс ҫӳрес ҫул урлӑ?..
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Павлуш телейпе, пӗррехинче, репетицинчен таврӑннӑ чух Ева ӑна хӑех самах хушрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫакӑншӑн ӑна Максимов та хаклать.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах мӗн тӑвӑн, Ева чӑвашла ытти артистсенчен лайӑхрах пӗлет.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чӑннипе калас-тӑк, Евӑна Саша Паймук килӗштернине сиснӗ хыҫҫӑн Павлушӑн вӑл хӗрпе тӗл пуласах та килместчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вара ирӗксӗрех Ева Терентьевӑна аса илчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Бедный Иорик» тата «Коварство и любовь» трагедисене вырӑсларан чӑвашла куҫарма тытӑнсанах, ку ӗҫе пӗччен тӑвайрас ҫуккине ӑнланчӗ Эльгеев.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах унтан та ытларах вӗсем чӑваш театрӗн пуласлӑхӗпе киленнӗ: ӗмӗтленнӗ ӗмӗт ҫитессе вӗсем ӗненнӗ, хӑйсен хушшинче те чаплӑ артистсем, паллӑ драматургсем пуласса шаннӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Аса илмелли нумай пулнӑ икӗ юлташӑн.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пуринчен ытла ҫак монолог хыҫҫӑн антӑхатчӗҫ: «Всевышний судия, не отнимай ее у меня!..»
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Гимназисткӑсем йӗре-йӗре «браво!» кӑшкӑратчӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Слонов та унран кая марччӗ!
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ҫапла, — терӗ Иоаким Степанович.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Эх, мӗн тери чаплӑ вылятчӗ ку роле Двинский Хусанти хула театрӗнче! — хавхаланчӗ Павлуш.