Çĕннисем
Вара ҫула май пӗр сехетлӗхе кӗрсе тухсан ҫеҫ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Юрӗ, ара, — килӗшрӗ вӑл, хӑйне кӗҫӗр Луиза кӗтнине пӗлсех.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унта пӗр кравать пур.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Ҫӗвӗҫсем улттӑра каяҫҫӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вара ӑшӑ пултӑр, — кӑмӑллӑн калаҫрӗ Ольон.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Апла халех кӑмака хутса ярас пуль.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
«Темскер пур кунта, — ҫирӗпленчӗ шухӑш. — Ҫавна пӗлмесӗр те тӗрӗс статья ҫыраймастӑн».
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Йӗрне пӗлсен, унӑн халь Карпунькина ҫухаран ярса тытас патнех ҫитмелле пек, сӗт сахалланнӑшӑн чи малтанах ӑна ят тивет.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӗле кӗрсен председателе суйлас тесех ӑна учительрен агронома куҫарчӗҫ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Паян-ыран председателе лараканскере, ялхуҫалӑх институчӗ пӗтерсех икӗ ҫул вӑтам шкулта вӗрентнӗскере, пурте тенӗ пекех Илья Петрович тесе чӗнеҫҫӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тӗрӗссипе, ӑна ӗнтӗ Валерий Никандрович ҫеҫ пӗр хӑнӑхнӑ йӑлапа ятран чӗнет пулас.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Илюш кирек кама та итлеттерет, Карпунькина — ҫук.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Илюшран ытти бригадирсем хӑраҫҫӗ, Карпунькин — ҫук.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кунта каллех вӑрттӑнлӑх пур.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Шӑпах ун тимсӗрлӗхне пула фермӑри ӗҫ начарланнине курмасть мар-ҫке…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тата колхоз председателӗ вырӑнне юлнӑ Илюш агроном мӗншӗн-ха бригадира ҫирӗп тытаймасть?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапла, юри, пӗлсех тӑвать куна — иккӗленӳ ҫук.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗн сӑлтавпа вӑл ӗне фермине юриех такӑнтарать?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анчах та пӗлес килет: мӗскер кутӑнлаштарать Карпунькина?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тӗрӗссипе ӗнтӗ, статья ҫырмалӑх материал ҫителӗклӗ.