Çĕннисем
Уйрӑмах — арҫынсем ларнӑ ҫӗре кӗмелле-тӗк…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пичӗ тӗксӗмрех-тӗк, аллипе сӑтӑрсах хӗретет, ҫӳҫ пайӑркине юриех тутӑр айӗнчен кӑларса ярать, пилӗкне авкаласа илсе, пӳрте кӗрсен мӗн хускатма май пуррине йӑлт хускатса утма хатӗрленет.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗчӗк куҫкӗски кӑларса пит-куҫне тирпейлеме, хӑйне хыҫран-малтан пӑхса илме.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чӗкеҫ пулсан, пӳрт алӑкӗ умӗнче чарӑнса тӑрать.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анчах та ку хутӗнче ура сассинченех уйӑрса илчӗ: урӑх ҫын ку.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӳртекӳнче алӑк сасси илтӗнсен, Ольон ӑна, Чӗкеҫ килмест-и тесе, кӑмака хыҫне пытантарасшӑнччӗ: хӗрарӑмӗ ку Валерий пек йӗкӗтсемпе калаҫса ларма питӗ хапӑллать, сӑмахӗ те, мур илесшӗн, ҫу сӗрнӗ пекех — такам та ун ҫине леш шухӑшӗпе пӑхмасӑр тӳссе лараймӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чӑн та, йӗкӗт «ҫавӑншӑнах» эсӗ хӗр пулман иккен тесе ӳпкелешессӗн туйӑнмасть, ун пек-кун пеккине тапратма пултаракан ҫын мар вӑл.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кайран вара, йӗкӗт кӑмӑлне кура, ҫапла калӗ: тӑван ялне кайсан, урамранах качча илсе кӗртрӗҫ, йӗкӗт патне вӑйпах ҫавӑтса кӗртрӗҫ; пӗр каҫ выртсанах тарса килчӗ, мӗншӗн тесен пӗтӗм чунӗпе туйса илчӗ: нихҫан та унӑн арӑмӗ пулма пултараймасть, ӑна урӑххи, паллах, Валерий Никандрович ҫеҫ кирлӗ…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Юратакансен «мӗн пулмаллийӗ пултӑрах» тесе, Луиза хӑех тӑрӑшӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапла, кӗҫӗр хӑюлӑх ҫитерсех каласшӑн: вӑл та Валерий Никандровича юратать, кирек те хӑш кун ӑна качча тухма хатӗр, эппин, ку хутӗнче йӗкӗтӗн «мӗн тумалли» пирки пӗртте иккӗленмелле мар.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вырӑн сарсан-и унта е вырӑн сариччен-и — куҫ курать.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кӗҫӗр Луиза хӑюлӑх ҫитерсех пӗлтересшӗн…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Качча илмелӗхех савнӑран вӑл «мӗн тумаллине» авланнӑ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш каҫ валли хӑварас шутпа ҫеҫ тӳсӗмлӗх ҫитерчӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Йӗтес тутӑрӗ панӑ каҫхине те вӑл ӑна ҫав тери юратнӑранах «кансӗрлемерӗ» — ыйхи тутлӑран е ӳсӗр-рипе вӑранайманшӑн мар.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Юратушӑн.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗншӗн редакцие куҫсах ӑна валли вырӑн туса пачӗ?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫавӑншӑн.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ялта мӗншӗн нихӑш хӗрпе те ҫӳремерӗ?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чӑн та, ҫак шухӑш ун чухнех ҫук марччӗ, халь вара — иккӗлен-мест.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
…Луиза иртнӗ вӑхӑтсене, Валерий Никандровичпа тӗл пулни-калаҫнисене, пӗрле ларнисене ятарласах тишкерсен, хӑйне ҫав тери кирлӗ, ҫав тери савӑнтаракан шухӑш тӗлне тухрӗ: ӑна Валерий Никандрович юратать!