Çĕннисем
— Нина… — йӑпатасла тинкерсе пӑхрӗ ун ҫине хӗр.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тапратас, каласа чарас-тӑк ҫав каҫри пӑтӑрмаха — каллех усӑсӑр пӑшӑрхану Нинӑшӑн, каллех чун асапланӑвӗ, ытлашши куҫҫуль уншӑн.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫавӑнпа апла-капла тапратас та темерӗ Дина.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗншӗн тесен туять, сисет хӗр чӗри: вӗсем иккӗшӗ, Нинӑпа Виталий, пӗр-пӗрин сывлӑшӗшӗн ҫуралнӑ; ку аптрашкилле вӑхӑт та вӗсемшӗн — самантлӑх уксахлу кӑна, йӑлт иртсе ҫухалмалли кӑптӑрмӑш.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шанать, ӗненет Дина: Виталипе Нина, акӑ, иккӗшин хушшинчи тирӗк-кашӑка шӑкӑртаттара-шӑкӑртаттара хӑшкӑлсан, чӑмӑртанӗҫ-чӑмӑртанӗҫех пӗр чӑмӑра, пӗрлешӗҫ-пӗрлешеҫех пӗр ҫемьене.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пусахласа ыйтсан та!
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Нинӑн ахаль те ыратман кунӗ иртмен чӗрине пушшех те ҫивчӗрех ҫӗҫӗпе чашлаттарма-и?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Калӗччӗ, тӑнлантарса парӗччӗ вӑл Нинӑна ҫав каҫ Виталипе хӑй кӑрарах, сивлекрех пулнине, Динӑсен хапхи умӗнче йӗкӗт харкашса, ҫапӑҫса, чышкӑпа хӑмсарӑшса ҫӳренине — анчах та мӗншӗн?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Машинӑпа та сирпӗнчӗ, ,халӗ те, — Виталин ҫав каҫри пӑтӑрмахӗшӗн хӑйне те самаях айӑплӑн туять Дина.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Телейӗ пӑрахман курӑнать-ха ӑна ку хутӗнче те.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эх, Виталийӗ те, тӗпленме пӗлмен тӗпек!..
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑт, аркатрӗ ӗнтӗ килйышне те хӑех.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кам шутланӑ ӑна унашкал тесе.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пыл чӗлхе!

Вӑт сана ме, Хвеччис аппа.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Илтнӗччӗ-ха эп судрисем пирки те…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫын мар вӑл ун пек ҫын — ҫӗҫӗ!.. — Ан та кала ӗнтӗ, — Нинӑна итленӗ май тем шухӑша кайнӑ пек пулчӗ Дина.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӑра, кӑра та — хӑйне ҫеҫ мала хуракан ҫын мӗнле ҫын вӑл тата!
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӑн Виталийӗ епле-тӗр те, пӗчӗк Виталие эпӗ вӗсемешкел пӑхса ӳстерместӗп-ӳстерместӗпех.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫавӑн юнӗ чупать пулать, эппин, ман ачамра?