Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Шайӑн-вӑйӑнла, шухӑшсӑр шухӑ вӑхӑтсене аса илнӗлле, чӑмӑрӗсемпе йӗкӗт кӑкӑрне тӑк-тӑк-тӑк тӑкӑртаттарса тӗкрӗ-тирӗнчӗ те Христина, савнийӗ ытамӗнчен вашт! хӑтӑлса, хӗр-ташӑҫӑ евӗр йӑрӑл-л! шуса тухрӗ урай варринелле.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ма кулан, тетӗп, тӳлтӳк, мӑ кулатӑн?!

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑ, кулать, хӑ, кулать.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑ, шӑлйӗрен!

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗн-ха, хӑвна та тӗлӗнтермӗш пултӑр терӗм — сюрприз!..

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Асту-ха, хӑв епле пырса ҫыпҫӑнтӑн кинотеатрта.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шӑп та лӑп сан хӑрахху вӗт вӑл!

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӗнтӗ кур та тӗлӗн Хреҫҫийӳнтен!

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑйӑм пур, сывлӑхӑм ҫителӗклӗ, тупӑнӗ-ха икӗ алла пӗр ӗҫ…

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ытах ҫук-тӑк ача сачӗ-ясли таврашӗ — эп нимӗнле хура ӗҫе те тиркесе тӑмӑп.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ялӗ те ял майлах пуль, ача яслисӗр-сачӗсӗр мар-тӑр, терӗм.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Хам эпӗ, хӑть вӑрҫ, хӑть хӑтӑр ӗнтӗ, санпа та канашласа тӑмарӑм — пуҫ тавра ҫавӑртӑм-ҫавӑртӑм та ӗҫрен шат та пат! тухса килтӗм.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Паллах, ку ула шӑтӑкӗнчен пӑртакран Шупашкара тухса вӗҫтерес темесессӗн ху? — йӗкӗт ытамӗнче телейлӗн йӑшӑлтатса илчӗ Христина, пуҫне чалӑштарса Андрее питӗнчен чеен тинкерчӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ма, экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытсан, пытӑр, пурӑнтӑр унта…

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лайӑх вӗренет, художник ӗҫне кӑмӑллать, пысӑк малашлӑхлӑ, тесеттӗн?

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Каламастӑнччӗ-и-ха хӑвӑн класунтах пӗр чипер хӗрача пур тесе?

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

 — Яланлӑхах, Андрей, яланлӑхах, — шӑпа пӳрнӗ хӳтте кайӑк чӗппи евӗрех тӗршӗнчӗ хӗр.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хреҫҫи, нивушлӗ эсех-и вара ку, нивушлӗ — яланлӑхах?

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Халӗ, ак, пӑхатӑп та — те ӗненмелле ман ку юмаха, те ӗненмелле те мар?

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗн тӑвӑн, телейӗ ҫавнашкалли пулчӗ курӑнать ман: сӑмахлаймарӑм курнӑҫса…

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех