Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Нина, уҫ, — пӳртри ҫынна тӗмсӗлсе,кантӑк ҫумнех лӑпчӑнчӗ тилмӗрчӗк сӑн.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Кам унта? — кам иккенне сиснӗ-туйнӑ ҫӗртенех шиклӗн, хӑюсӑррӑн ӳпӗнчӗ вӑл чӳрече анине.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нина, тухса тарас пек чӗрине лӑплантара-лӑплантара, чӳрече патне хыпаланса пычӗ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сывлас сывлӑшӗ те йӑмрӗ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Темӗн ҫулӑнчӑка сиснӗн, кӑлт-кӑлт-кӑлт тӑпӑлтатса тӑвӑнчӗ хӗрӑрӑм чӗри.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ачине ӗмӗртсе, юрла-юрла ҫывӑрттарса янӑскер, Нина, кӗҫӗр мӗн курни-илтнипе ӑшне вӗҫтерсе, алӑкӑн-тӗпелӗн ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те, канса кӑтӑш пулса илем тесе, тӗпел кукринелле сулӑннӑччӗ кӑна — шӑп ҫав вӑхӑтра урам енчи чӳречерен такам тӑкӑр-тӑкӑр тутарчӗ йыхравлӑн.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑп Анат Сӑрмӑшпа Тури Сӑрмӑш ҫийӗнче, канлӗхлӗ…

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чипер тӑрӑр-ха, эппин, — терӗ те вӑл, хӑй хыҫҫӑн пӳрт алӑкне тачӑ хупса хӑварса, картишне анчӗ, урама тухрӗ, вут купи умӗнче, самантлӑха чарӑнса, шухӑша путнӑ пек пулчӗ, кукӑр мӑйлӑ туйипе, хурӑн сыпписен ҫирӗплӗхне пахалассӑн, тӑк-тӑк тӗккелесе пӑрӗ, унтан сулахай урин сисӗнкӗсӗр уксахӗпе ферма еннелле лӑкӑштатрӗ…

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эп — хурала.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗчӗк кушиле ҫӑкӑр чӗллипе пиҫнӗ ҫӗрулми, икӗ чӗрӗ ҫӑмарта, тӑвар хучӗ, кӗленче савӑтне пылак чей лартса, ҫекӗлте ҫакӑнса тӑракан вӑрӑм халатне вӗҫертрӗ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ывӑҫӗнче паҫӑртанпах сиктеркелесе-пӑчӑртакаласа хӑшкӑлнӑ чӗлӗмне вӑл, пусма татӑкӗпе чӗркесе, кӗсйине чӑмтарчӗ те хурала кайма хатӗрленме тытӑнчӗ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мукуҫ мучи те тӑчӗ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ну, сывӑ пулса юлӑр-ха, уттарам-ха, эппин, — терӗ те ҫӗрлехи сӗмлӗхе тухса та ҫухалчӗ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иван Гаврилович сӑншӑн-хӑналанӑшӑн Мукуҫ мучие пырса алӑ пачӗ те, тав туса хӑварса, алӑк патнелле вирлӗн сулӑнчӗ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тен, чӑн та, кам, пӗлет ара… —

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тен, ачамсен ӑсӗ ӳркеннине, ку шӗвӗрри, тӗпленмеллипех тӗпленӗ-ха тӑван килӗмре.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хам та, мӗнле калас, мӑнукшӑн тунсӑхласах ҫитрӗм.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Килӗпӗр вара аннӳпе иксӗмӗр…

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Мӗн ӗнтӗ, Нинук, хӗрӗм… — тӗреклӗ пуҫне тӗпел кукринелле канӑҫсӑррӑн пӑрчӗ ашшӗ, — ыран ирпе тӑр хатӗрленсе.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йӑпӑрт кӗрсе тухӑп тенӗччӗ те — пулмарӗ, — пытармарӗ хӑй кӑмӑлне Иван Гаврилович, сӗтел хушшинчен йывӑррӑн ҫӗкленнӗ май.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех